Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТАР ТĂКМАСĂР ПАХЧА ÇИМӖÇ ӲСМЕСТ

Пӗтӗм япала хакланать, продукцин хакӗ кăна ӳсмест

Кăçалхи çанталăкăн кӗтменлӗхӗсем нумай. Ял хуçалăх ӗçченӗсене çуркунне вăхăтра килсе савăнтарчӗ. Тăпрари çителӗклӗ нӳр калчасене лайăх шăтма пулăшрӗ-ха, анчах тымарланса ӳсес вăхăтра вара шăрăх пуçланчӗ. Йăвашкел фермерӗн Сергей Ильич Кудряшовăн та акă пулас тухăçшăн чӗри ыратать.

Пахча çимӗç ӳстерессипе 26 çул ӗçлекенскер, тухăç, эппин тупăш та, çанталăкран нумай килнине çын сăмахӗ тăрăх мар пӗлет. «Çуркунне акма лайăх пулчӗ, кайран шăрăхсем пуçланчӗç. Шăвармалли установка пур та, паранка шăваркаларăм. Пӗтӗмпех шăварса та пӗтерейместӗн», – терӗ фермер çумăрсем питех çуккишӗн пăшăрханса.

Кăçал Сергей Ильич 6-шар гектар вак суханпа çӗр улми, 4-шар гектар хӗрлӗ кăшманпа кишӗр тата 1 гектар ыхра лартнă. Маларах купăста та ӳстернӗ-ха, анчах пӗр-икӗ çул лартмасть. Хăй каланă тăрăх, купăста ытла йӳнӗ пулнипе хăй хакне кăлараймасть тата кӗркунне касса тиеме пулăшакан çынсене тупма йывăр, йӗпе-сапара халăх ӗçлеме килесшӗнех мар.

Пахча çимӗç ӳстерекенсене патшалăх пулăшать-ха, кăçал та акă субсиди панă, анчах тăрăшнине кура фермерсем тупăш илес тесе тăрăшаççӗ. Ку енчен вара чăрмантараканнисем çанталăксăр та пур: законсем, требованисем çӗнелсех тăни.

«Эпир çавăн пекех ӗçлетпӗр, хакӗсем вăт хӗстереççӗ. Çунтармалли сӗрмелли хатӗрсем тата ытти пӗтӗм япала ӳсет, продукци хакӗ кăна пӗрре те ӳсмест. Тухăç пысăк пулчӗ-тӗк, пирӗн каллех хака чакарма тивет, мӗншӗн тесен хаклă пахча çимӗçе никам та илмест», –  чунне уçать фермер.

Нумай çул ӗнтӗ тӗп тупăша фермер вăрлăхлăх суханран илет, 6 гектар лаптăкра кăçал та темиçе тӗрлӗ сорт лартнă. Тухăçа пуçтарса тирпейленӗ хыççăн кӗркуннех курттăммăн сутса ярать. Ку енӗпе нумай çул шанчăклă заказчикпа ӗçлет вăл. Сăмах май, вак сухана пуçтарса илме ял çынисемпе пӗрле шкул ачисем те килеççӗ. Алăпа ӗçлемелли ӗç пулнăран пулăшакансемсӗр ниепле те май çук.

Ытти пахча çимӗçе хăйӗн вырнаçтарма майӗсем çук фермерăн, ятарлă çын ӗçлемелле ку ӗçпе. Çавăнпа пахча çимӗçе пуçтарса çӳрекенсене парса яма тивет те. Паллах, кун пек сутнин тупăшӗ сахалрах ӗнтӗ, çавах та хальлӗхе урăхла пулаймасть-ха. Юрать, халăхӗ итлесе ӗçлеме килет. 

Эпир пынă вăхăтра та хирте хӗрӳ ӗç пыратчӗ, Йăвашкелпе Акрель çыннисенчен тăракан бригада хирте çум çумлатчӗ. Сергей Ильич патӗнче 7-мӗш çул ӗçлет иккен ку бригада. Çăвӗпе пахча çимӗçе 3 хут çумласа тухаççӗ. Укçине вăхăтра тӳленине пытармарӗç хӗрарăмсем. Унсăрăн 7-мӗш сезон фермер патне ӗçлеме килмен пулӗччӗç. «Пӗрне те йывăр мар, пурне те пӗшкӗнмелле», – тесе шӳтлерӗç хăйсем хăш çимӗçе çумлама йывăртараххи çинчен ыйтсан. Тӗрӗссипе, хӗртсе пăхакан хӗвел айӗнче кунӗ-кунӗпе çум çумласси, уйрăмах вак сухана, çăмăл ӗç мар вăл. Ку хӗрарăмсен çăвӗпех матик алăран каймасть. Фермер хирӗсӗр пуçне килти пахча та пур вӗт, унти ӗçе те вăхăтра тумалла. Кăвак çутăпа тăрса тӗттӗмччен тӗрмӗшме тивет ял çыннин çулла. Тар тăкмасăр пахча çимӗç ӳсмест вӗт.

Ирина КУЗЬМИНА.

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев