«ТАТАРКИНО» чăвашсемпе кино ӳкересшӗн
Çитес çул Чăваш кино кунӗсене Нурлат, Аксу, Теччӗ, Çӗпрел районӗсенче тулли форматпа йӗркелесшӗн.
Декабрӗн 16-мӗшӗнче Тутарстанра çитес çул Чăваш кино кунӗсене ирттерессипе йӗркелӳ комитечӗн пӗрремӗш канашлăвӗ иртрӗ. Ăна «ТатарКино» патшалăх бюджет учрежденийӗн ертӳçи, Хусанти Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн директорӗ Миляуша Айтуганова Zoom площадкинче онлайн-форматра йӗркелерӗ.
Канашлăва Аксу муниципаллă районӗн культура уйрăмӗн ертӳçи Алексей Тимирясов, Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорӗ Галина Терентьева, Хусанти Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Константин Малышев (вăлах «Чувашкино» представителӗ те пулчӗ), Хусанти Туслăх Çурчӗн директорӗн çумӗ Наталья Мясникова, Хусанти Туслăх Çурчӗн этнокультура ӗçӗн пай ертӳçи Любовь Тукаева, Анат Камăри 34№ гимназин директорӗ Галина Ляхова, Аксу районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Роза Чентаева хутшăнчӗç.
Миляуша Айтуганова «Чувашкино» учрежденийӗн директорӗ Олег Цыпленков ТР Президентне Тутарстанра Чăваш кино кунӗсем ирттерме ыйтса çыру çырнине пӗлтерчӗ. Рустам Минниханов хирӗç пулман.
– Олег Михайловичпа хамăр хушăра та кино кунӗсем ирттересси çинчен маларах калаçнă. Тутарстанра чăвашсем шучӗпе виççӗмӗш халăх. Çавăнпа, паллах, ку мероприятие ирттерни питӗ кирлӗ. «Чувашкино» 5 кинофильм хатӗрленӗ. Вӗсенчен пӗри тулли метражлă илемлӗ кино, ыттисем документлă кинолентăсем. Кино кăтартăвӗсене чăвашсем пурăнакан кашни районтах ирттересшӗн, çав шутра Хусанта та, «Мир» кинотеатрта. Районсенче кинозалсемпе ятарлă техника çеç пултăр. Ку тӗп ыйтусенчен пӗри, – терӗ Миляуша Лябибовна.
Канашлура кино кунӗсем пулассине МХХсенче пӗлтерессине, халăх пуçтарассине, реклама кампанине йӗркелессине пăхса тухрӗç.
Миляуша Айтуганова сӗнӗвӗпе чăвашсем йышлă пурăнакан хăш-пӗр районсенче кино кунӗсене тулли форматпа йӗркелемелле. Ку ӗнтӗ кино кăтартăвӗсӗр пуçне режиссерсемпе, актерсемпе, кинематографи ӗçченӗсемпе творчествăлла тӗлпулусем ирттересси. Канашлăва хутшăннисем çак списока Нурлат, Аксу, Теччӗ, Çӗпрел районӗсене кӗртме сӗнчӗç.
Майпа усă курса Миляуша Айтугановăран чăваш киновӗсене Хусанти кинофестивалӗн программине кӗртме май çук-ши тесе ыйтрăм. «Эпир хаваспах йышăнатпăр. Анчах кинофестивалӗн условийӗсемпе унта икӗ çултан аслă мар фильмсене илеççӗ. Чăвашсен çӗнӗ киносем çук. Сире çӗнӗ хыпара та пӗлтерес килет. «Чувашкинопа» пӗрле кино ӳкерме шухăш пур. Чăваш Енри пӗр ялта çуралса ӳснӗ тутар çыравçин повеçӗ (Чăваш Енри Комсомольски районӗнче çуралса ӳснӗ Зарифа Баширин «Чăваш хӗрӗ Аниса» повеçӗ) тăрăх кино ӳкересшӗн», – пӗлтерчӗ Миляуша Лябибовна.
Онлайн-конференци питӗ тухăçлă иртрӗ. Ӗçлӗ канашлăва шупашкарсем хутшăнманни кăна кăштах тӗлӗнтерчӗ. Ман шутпа, «Чувашкино» представителӗсем унта пулмаллахчӗ. Пӗрлехи мероприятире пӗр енлӗн кăна ӗçлени тӗрӗс мар. (ЗӗЯковлева сăнӳкерчкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев