Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Татьяна АБРАМОВА: «ПИТЕХ ИНТЕРЕСЛӖ ПУЛСАН АЛЛА ПУГАЧЕВА ТЫТТĂР ТА ХĂЙ КИЛТӖР ТЕРӖМ»

Ялтăра иртнӗ конкурсра юрланă хыççăн продюсерсем мана: «Санăн Алла Пугачевăна шăнкăравламалла, ху çинчен пӗлтермелле», – теççӗ. Анчах епле хăяс? Пугачева кам та, эпӗ пӗчӗк çын, пӗлмест те вăл мана. Шӳтлесе çеç: «Мӗн, питех интереслӗ пулсан Алла Пугачева тыттăр та хăй килтӗр», – терӗм. Мӗн тетӗр? Килчӗ вӗт! Çапла конкурсра гран-прие мана пачӗç. Алла Пугачева юрлас пултарулăха хаклани маншăн пысăк чыс, – терӗ актриса. Раççей кураканӗсен юратăвне Абрамова «Всегда говори «всегда» мелодрамăра Надя Кудряшова рольне вылянă хыççăн çӗнсе илнӗ. Хăй каланă тăрăх, Виталий Соломинăн «Охота» кинофильмӗнче ӳкерӗнни ăна пысăк опыт илме пулăшнă. Ку унăн пӗрремӗш ӗçӗ. Унта ăна  Алиса Фрейндлихпа, Василий Лановойпа, Александр Лазарев-кӗçӗннипе пӗрле ӳкерӗнме тивнӗ. Каярах «Марш Турецкого 2», «Две судьбы», «Приключения мага», «Тайна Лебединого озера» фильмсенче вылянă.

Ӗмӗт пурнăçлантăр тесен ӗçлемелле, тапаланмалла, диван çинче выртмалла мар

Раççейӗн паллă актерӗсенчен Хусанти Халăхсен хушшинчи кинофестивале хутшăннисенчен тепри Татьяна Абрамова пулчӗ. Паллă актерсен ретне тăриччен темиçе кинокартинăра ӳкерӗнсен те  Раççей кураканӗсен юратăвне Абрамова «Всегда говори «всегда» мелодрамăра Надя Кудряшова рольне вылянă хыççăн çӗнсе илнӗ. Хăй каланă тăрăх, Виталий Соломинăн «Охота» кинофильмӗнче ӳкерӗнни ăна пысăк опыт илме пулăшнă. Ку унăн пӗрремӗш ӗçӗ. Унта ăна  Алиса Фрейндлихпа, Василий Лановойпа, Александр Лазарев-кӗçӗннипе пӗрле ӳкерӗнме тивнӗ. Каярах «Марш Турецкого 2», «Две судьбы», «Приключения мага», «Тайна Лебединого озера» фильмсенче вылянă.

– Кинора партнерсене манпа выляма çăмăл мар, мӗншӗн тесен актер ӗçӗ çине эпӗ режиссер пек те пăхатăп. Сценарие вуласанах куç умне монтаж хыççăн кино епле пулмалли тухать. Çавна кура сăнара калăплатăп. Пурте ăна пултараймаççӗ, пурне те парăнман ку ăсталăх. Ман сӗнӳсем нумай чухне кӗтменлӗх пулса тăраççӗ, – терӗ Татьяна Альбертовна «Родина» кинотеатрта иртнӗ творчествăлла тӗлпулура.
Сăмах май, «Всегда говори «всегда» кинофильма тăхăр çула яхăн ӳкернӗ. Актрисăн аса илмелли нумай çак тапхăр çинчен. Пӗрле ӳкерӗннӗ Мария Порошинăпа халӗ те туслă вӗсем. Час-час пӗрле канма каяççӗ, ачисем те туслă.
Хӗрлӗрех сарă кăтра çӳçлӗ, хӗвеллӗ йăл кулăллă актриса тӗлпулăвăн пӗрремӗш çеккунчӗсенчех куракан кăмăлне тупма пӗлчӗ. Çав вăхăтрах  ахаль-махаль çын кăна пулманни те сисӗнчӗ. Хăйӗнчен те, çынран та çирӗп ыйтаканскер. Вăхăтран кая юлса çӳрекенсене калаçăва татса мероприятин атмосферине пăснине калама вăтанмарӗ. Юрланă чух пӗр вӗçӗмсӗр куçса çӳрекен операторсене те асăрхаттарчӗ.
– Кино е телекăларăм ӳкернӗ чух, тархасшăн, анчах юрланă чух ку питӗ мешетлет, – терӗ вăл. Юрлама вара Татьяна Абрамова пит лайăх юрлать. Алла Пугачева пек актерла пултарулăхпа юрлакан урăх çук теттӗм те, йăнăшнă иккен. Акă вăл – Татьяна Абрамова. Сăмах май, актриса ачаран аван юрланă, ӳссе çитсен юрăç пулма ӗмӗтленнӗ.
Татьяна Тюменьте 1975 çулхи февраль уйăхӗнче çуралнă. Ача чухне спорт гимнастикипе аппаланнă тата музыка шкулне çӳренӗ. 12 çулта чухне «Мечта» вокал ансамблӗн солистки пулса тăнă. Телевизорпа кăтартас ӗмӗчӗ те часах пурнăçланнă. Вун ултă çулта чухне «Утренняя звезда» телешоуна хутшăннă. Çакăн хыççăн конкурссене тăтăш хутшăнма тытăнать. Çавсен шутӗнче  «Славянский базар», «Ялта – Москва – Транзит». Премисем илме тивӗçет. Чи хакли Алла Пугачевăран. Эстрада çăлтăрӗ каярах Татьянăна Игорь Крутойпа паллаштарнă.  
– Интереслӗ пулса тухрӗ ун чух, – аса илет актриса. – Ялтăра иртнӗ конкурсра юрланă хыççăн продюсерсем мана: «Санăн Алла Пугачевăна шăнкăравламалла, ху çинчен пӗлтермелле», – теççӗ. Анчах епле хăяс? Пугачева кам та, эпӗ пӗчӗк çын, пӗлмест те вăл мана. Шӳтлесе çеç: «Мӗн, питех интереслӗ пулсан Алла Пугачева тыттăр та хăй килтӗр», – терӗм. Мӗн тетӗр? Килчӗ вӗт! Çапла конкурсра гран-прие мана пачӗç. Алла Пугачева юрлас пултарулăха хаклани маншăн пысăк чыс, – терӗ актриса.
Татьяна Абрамова каланă тăрăх, унăн репертуарӗнче аккомпаниаторлă концерт номерӗсем нумай. Май уйăхӗнче вăрçă çулӗсенчи юрăсемпе Раççей хулисем тăрăх концертпа çӳренӗ. Чӗнсен  Хусана килме хирӗç маррине пӗлтерчӗ.
Творчествăлла тӗлпулура та вăл нумай юрларӗ. Сасси вăйлă та хитре. Ун тыткăнне лексе ăçта, мӗн тума килнине те манса каятăн.

 

Кино çинчен


Татьяна Абрамова хăйне кăмăла кайман сăнара вылямасть.  
– Тав Турра, хамăра килӗшекеннине суйлама ирӗк пур пирӗн. Кашни героиня маншăн хаклă. Паллах, нихçан выляман сăнарта ӳкерӗнме интереслӗ. Мана ытларах ырă персонажсене выляма чӗнеççӗ. Япăххи пурӗ те пӗрре – «Уравнение со всеми известными» кинора. Эпӗ унта путсӗр те паккăç, сутăнчăк героиньăна вылярăм – савăнсах! Иккӗмӗш ачана çуратма кайсан шăпах çав кино экран çине тухрӗ. Каталкăпа çураттарма леçекен санитаркăсем: «Ой, Танечка, мӗншӗн çак роле вылярăн? Çапах çав тери лайăх вылярăн», – терӗç. Паллах, ку маншăн чи пысăк хаклав. Актерсенчен нумайăшӗ япăх сăнара выляс тени пирки. Ку самай çăмăлрах тата кăштах ашкăнас та килет, – шӳтлерӗ актриса.
Ӗмӗтленнӗ роль пирки ыйтсан Татьяна ӗмӗтленме юратманнине  пӗлтерчӗ.
– Уйрăмах професси енӗпе ӗмӗтленме кăмăл çук. Мӗн-тӗр патне ăнтăлни, тӗллев лартни урăх япала. Вăл пурнăçлантăр тесен ӗçлемелле, тапаланмалла, диван çинче выртмалла мар. Çав вăхăтрах хăвна пӳрни сан умăнтан иртсе каймастех, – пӗлтерчӗ шухăшне актриса.
Паянхи кинопа театр аталанăвӗ пирки каласа театрсенче труппăсем çукпа пӗрех пулнипе пăшăрханнине пӗлтерчӗ.  Пуçӗпех антрепризăсем çине куçни театр пуласлăхӗшӗн иккӗленӳллӗ. Нумай чухне театрсем, ытларах ӗнтӗ укçа ӗçлесе илес шутпа, паллă актерсене е шоуменсене чӗнсе илеççӗ. Бузована аса илер. Сăмах май, ун пирки ыйтсан Татьяна Абрамова комментари памарӗ.
– Вăл театрта палăрни сăмах тӗшне те тăмасть, – терӗ çеç.
Паха спектакль лартас е кино ӳкерес тесен ун шучӗпе режиссерăн чи малтан художник пулмалла. Идея тӗп вырăнта пулмалла.
– Кино вăл коллективлă творчество. Енчен те кам та пулсан япăх ӗçлесен кино пулмасть.
Лайăх тӗслӗх шутне Совет киновӗсене кӗртрӗ.
– Ун чухне хальхи йышши технологисем те пулман. Анчах еплерех паха кино тунă! Компьютер графики çинчен сăмах та çук. Йăлт алă вӗççӗн – монтаж сӗтелӗ çинче каснă, çыпăçтарнă. Çӗрӗпе куç хупман пуль, анчах куракана паха кинопа тивӗçтернӗ.
Кинематографăн тӗп тивӗçӗ вăл – уйрăм çынна кăмăл-сипет енчен воспитани парасси. Енчен те кинотеатртан тухнă хыççăн çын шутлама пăрахмарӗ пулсан, чунӗнче вăл йӗр хăварчӗ-тӗк – апла усăсăр ӗçлемен. Киноискусство çакăншăн ӗçлемелле те.
Сывпуллашас умӗн Татьяна Абрамова куракансене тепӗр юрă парнелерӗ.  
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк kazan-mfmk.com
 сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев