Сувар

 ТĂВАН ТА ТĂВАН ПУЛМА ПĂРАХАТЬ ИККЕН

Анчах арçын темшӗн айăпа хӗрарăмра мар, тăванӗнче курнă

Нурлат районӗнчи пӗр ялта хӗрарăм тăвансене ӗмӗрлӗхех тăшмана çавăрнă. 37-ри арçынпа пӗрле пурăнаканскер, хайхин виççӗмӗш сыпăкри 52-ри пиччӗшӗ патӗнче виçӗ çӗр каçнă. Унтан каллех еркӗнӗ патне таврăннă та хăй ăçта пулнине каласа панă. Анчах арçын темшӗн айăпа хӗрарăмра мар, тăванӗнче курнă. Кӗвӗçнипе пиччӗшне хӗнеме кайнă. Алă айне лекнӗ хытă япалапа пуçӗнчен çапса вӗлерсех пăрахнă... Вилене 52-ри арçыннăн пӗртăванӗ тупнă. Çамрăкки хăй айăпне йышăнмасть пулсан та, явап тытмах тивет. Пулса иртнин сăлтавӗсене халӗ следстви тӗпчет.

К.Малышев сӑнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: