Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТĂВАН ТĂРĂХА КАЯЛЛА ТАВРĂНАССА ШАНАТПĂР

Игнатий архиерей патне Шупашкартан паломниксем килсе кайнă

Игнатий владыкăпа тӗн службине тытса пыма ăна Кемерово хулине куçарнă пулсан та туслă çыхăнусем пирӗн татăлман. Тӗнпе çыхăннă ыйтусем пулсан, пурнăç йывăрланса çитсен тӳрех ун патне шăнкăравлатпăр. Татса парайман пек туйăннă проблемăсем те унпа калаçнă хыççăн йӗр хăвармасăр таçта кайса кӗреççӗ. Йăлт ăнлантарса шухăш-кăмăла тирпейлеме пӗлет вăл. Чи кирли – православи çыннин çулӗ епле пулмаллине, ӗненӳре мӗнле пурăнмаллине вӗрентет. Ун урлă çăлăнăç тупнисен шучӗ çук. Паян кунччен тав тăваççӗ ăна.

 

«Турра ӗненни кăна сахал. Шуйттан та ӗненет теççӗ... Ара, хăйне хирӗçле хăватлă вăй пуррине пӗлет-çке вăл.  Çавăнпа ӗненӳпе, Турăпа  пурăнма пӗлмелле. Чăн православи çыннин чиркӳ йӗркисене пӗлсе тытса пымалла», – тет вăл. Тата Игнатий владыка нихăçан та çынна пӗлменнишӗн ятламасть. «Эпир, чиркӳ çыннисем, çавна ăнлантармалла. Çынна чиркӗве кӗнӗ-кӗмен пистерсен тепӗр хут ура ярса пусӗ-и вăл Турă çуртне?» Чи кирли – юрату, пӗр-пӗрне ăнланни. Çынна юратма, ăнланма пӗлмелле», – çапла вӗрентет вăл пире.
Шел те, Игнатий владыкăн хăйӗн çăмăл мар тапхăр халӗ. Чистай тата Анат Кама епархине вăл еплерех ертсе пыни унта тарăн тымар янă хăш-пӗр пачăшкăна килӗшмерӗ. Вӗсем таса чунпа ӗçлекен епископа кăларас тесе çылăхран хăрамасăрах мелӗсене тупрӗç. Иисус Христоса Иуда вăтăр кӗмӗлле сутнă пекех пулса тухрӗ Игнатий владыкăпа, тӗрӗссипе çапла.  
Историе пăхас пулсан мӗншӗн-тӗр чăн христиансене ялан йӗрлесе хăваланă, асаплантарнă. Ытла тӳрӗ чунлă пулни мешетлет-ши ыттисене? Вӗсен çумӗнче харпăр çылăх яр уççăн курăнни килӗшмест-ши? Вăрттăнлăх мар, хăш-пӗр пачăшкă прихут тытса пырассине бизнеспа пăтраштарма тытăнать. Ахăртнех унăн тӗн семинарине мар, бизнес-шкул пӗтермелле пулнă.
Кемеровăна куçарнă хыççăн Игнатий владыкăн сывлăхӗ палăрмаллах япăхрӗ. Çулла вӗçнелле вăл Ульяновск хулине таврăнчӗ, çак тарана çити унта тăчӗ, больничнăйра. Çак хушăра ун патне паломниксен ушкăнӗ темиçе те килсе кайнă. Хăй те вырăнта лармарӗ, чӗннӗ çӗре çӳрерӗ. Тутарстана та пачăшкă пек килсе кайнăччӗ ашшӗн тăванӗ патне.
Нумай пулмасть ун патне Шупашкартан автобуспах паломниксем килсе кайнă. Чӗмпӗр тата Новоспасск митрополичӗ Лонгин Игнатий владыкăна литурги ирттерме чӗнсе илнӗ вара.
– Маншăн ку чун уççи пекех пулчӗ. Кӗлӗ ирттерме, шыва кӗртме, ахаль пачăшкă пек ӗçлеме мана питӗ килӗшет, – чунрине пытармасăр пӗлтерет Игнатий атте.
Ку эрне вӗçӗнче Игнатий владыка каялла Кемеровăна таврăнать. Анчах çывăх вăхăтра вăл тăван тăрăха каялла таврăнасса питӗ шанас килет. Ăна тӗн наставникӗ вырăнне хуракансем паян хăйсене тăлăха юлнăнах туяççӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк Игнатий владыкăн харпăр архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев