Сувар

Теччӗ ертӳçи пулнă Петр Чекмарева Чăваш Ен полпредне лартнă

Чăваш Ен Правительствине пирӗн тепӗр ентеш хушăнчӗ. М.Игнатьев патшалăх службинче пысăк опыт пухнă Петр Чекмарева полпрелда лартасси çинчен указа алă пуснă.

Чăваш Ен Правительствине пирӗн тепӗр ентеш хушăннине пӗлтерет ЧР Правительство сайчӗ. Чăваш Ен Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев 1997-1999 ТР Президент Аппаратӗнче, 1999-2006 Теччӗ район пуçлăхӗнче ӗçленӗ, 2007 çултанпа Раççей ял хуçалăх министерствин ӳсен-тăран, механизаци, химизаци тата ӳсен-тăран сыхлавӗн департаментне ертсе пыракан Петр Чекмарева мартăн 18-мӗшӗнче Чăваш Республикин РФ президенчӗ çумӗнчи полномочиллӗ представительне лартни çинчен указа алă пуснă. Аса илтеретпӗр, Петр Александрович Кайпăç районӗнчи Большое Подберезье ялӗнче çуралнă. (сăнӳкерчӗк www.mcx.ru сайтран). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: