Сувар

Теччӗ хулин Ленин урамӗ мӗнле пулмалла?

Хулапа район çыннисем пурте хăйсен шухăшӗпе сӗнӗвӗсене 8(84373) 2-50-02 телефонпа пӗлтерме пултараççӗ.

Теччӗ хулинчи чи ватă урамсенчен пӗри – Ленин урамӗ,  çав шутра пристаньпе Хуралту территорине каймалли пусма мӗнле пуласси район çыннисенчен килнине пӗлтерт «Авангард» хаçат. Хальхи вăхăтра кун пирки хулапа район çыннисен шухăшӗсене кӗтеççӗ.Теччӗ хăйӗн «320 ступеней к истории: Вдоль по Троицкой» проекчӗпе пӗчӗк хуласемпе историлле хутлăхсене хăтлăх кӗртессипе Пӗтӗм Раççей конкурсне хутшăнать.  Хулан хăш урамне хăтлăх кӗртессине те маларах халăх район сайтӗнчи сасăлава хутшăнса палăртнă. Сăмах май, 2018 çулта Теччӗ ку конкурсра «Хула пӗвви» проекчӗпе ку конкурсра çӗнтернӗччӗ ӗнтӗ, ун чух вӗсем грант укçипе хула варринчи пӗвене хăтлăх кӗртнӗччӗ. Хальхинче те конкурсра çӗнтерме теччӗсене ăнăçу сунтпăр. (Сăнӳкерчӗк tetyushy.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: