Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнчи библиотекăра нумай мероприяти йӗркелерӗмӗр

Çӗнӗ çул кашни çыншăн савăнăçлă, тӗлӗнтермӗшсемпе пуян вăхăт. Çак тата Раштав уявӗсене халалласа Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнчи библиотекăра нумай мероприяти ирттертӗмӗр.

Декабрь вӗçӗнче библиотекăра ятарласа «Хӗллехи асамлă юмах» ятлă фотозона йӗркелерӗмӗр. Çавăн пекех ёлка çине çакмалли теттесем тăвас енӗпе ачасене чӗнсе «Ёлка тетти» мастер-класс ирттертӗм. Халь лавккара та темле тетте те сутаççӗ-ха, çапах та хамăр алăпа тунине мӗн çитӗ? Ачасем тӗрлӗ тӗслӗ хутсенчен хаваспах теттесем ăсталарӗç, вӗсемпе кайран библиотекăна илемлетрӗмӗр.
Канмалли кунсен вăхăтӗнче те библиотека хупă тăмарӗ. Январӗн 3-мӗшӗнче каллех ачасем валли «Çӗнӗ çул алфавичӗ – юмахсем тăрăх» савăнăçлă мероприяти ирттертӗмӗр. Шăпăрлансем тӗрлӗ конкурссемпе викторинăсенче хăйсен пултарулăхне тӗрӗслерӗç. Çӗнӗ çул лотерейи те вылянтартăмăр, кашни хутшăнаканах пылак парне тата килте вулама кӗнеке патăмăр.
Хӗлле мӗнле вăйăсем выляма пулать-ха? Мӗнрен асăрханмалла, мӗнле правилăсене пăхăнмалла? Январӗн 5-мӗшӗнче библиотека умӗнче иртнӗ «Хӗл хапхи умӗнчи вăйăсем» мероприятие пынă çынсем çак тата ытти ыйтусем çине тулли хурав илме пултарчӗç. Уçă сывлăшри вăйăсем уйрăмах ачасене хавхалантараççӗ, сывлăхшăн та усăллă. Çунашкапа та ярăнса ăмăртрӗç, юрпа та перкелешрӗç, футболла та вылярӗç, ытти чылай конкурсра вăй виçрӗç. Никам та парнесӗр юлмарӗ.
Çав кунах ачасемпе хутран юр пӗрчисем касса ăсталама вӗрентӗмӗр. Çӗнӗ çул уявӗпе çыхăннă кӗнекесемпе те хаваспах паллашрӗç Çармăс ачисем.
Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтӗнче çавăн пекех Раштав пысăк пӗлтерӗшлӗ. Сурхури вăййисем пуçланаççӗ. Вӗсем Кăшарничченех тăсăлаççӗ. Çак вăхăтра юмăç пăхаççӗ, тӗрлӗ вăйăсем выляççӗ, килӗрен нартăвансем çӳреççӗ. Библиотекăра та «Раштавăн таса тӳпи айӗнче» литературăпа вăйă мероприятийӗ ирттертӗмӗр. Культура ӗçченӗсем хăнасене Раштав йăли-йӗркипе паллаштарчӗç, тӗрлӗ конкурссем ирттерчӗç. Савăнăçлă мероприяти пурте пӗрле тутлă чей ӗçнипе вӗçленчӗ.

Лидия КАРАЕВА,
Çармăс ялӗнчи библиотека заведующийӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев