Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗре ытларах çаратнă

Йывăçсене питомниксенче ӳстереççӗ пулин те, çынсем пурпӗрех йӗркене пăсса вăрмантан касса килме ăнтăлаççӗ, ара питомникрине укçа парса илмелле-çке.

Çӗнӗ çул уявӗсенче Раççейӗпе мӗн чухлӗ хыр-чăрăш  касаççӗ-ши? Кун валли йывăçсене питомниксенче ӳстереççӗ пулин те, çынсем пурпӗрех йӗркене пăсса вăрмантан касса килме ăнтăлаççӗ, ара питомникрине укçа парса илмелле-çке. Тутарстанра та акă, закона пăснă пулăмсем пулнă.  

Саба, Теччӗ, Елабуга, Мамадыш, Элкел, Леиногорск, Мнзеле районӗсенчи вăрман хуçалăхӗсенче хыр-чăрăш йывăççисене закона пăсса каснă 17 пулăма тупса палăртнă, пӗлтерет ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин пресс-служби. Çакă январӗн 4-мӗшӗнче Тутарстанра ведомствăсен хушшинче иртекен «Ель» операципе профилактика мероприятийӗн пӗтӗмлетӗвӗсенче паллă пулнă. 

Операцие 346 çынран тăракан 139 патруль ушкăнӗ хутшăннă, çавсен шутӗнче 266-шӗ патшалăх вăрман инспекторӗсем, 80-шӗ – ТР Шалти ӗçсен министерствин вырăнти уйрăмӗсен сотрудникӗсем. Патруль вăхăтӗнче йӗркене чи нумай пăснă районсен шутӗнче Теччӗ палăрнă – 4 пулăм. Вăрман хуçалăхӗн закон йӗркисене пăснисене хирӗç административлă ӗçсем пуçарнă. Вăрман фондне сăтăр кӳнӗ тăкаксем 28,5 пин тенкӗпе танлашнă.    



 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев