Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗри Çӗньялта хыпарсăр çухалнисем çук

Теччӗ районӗнчи Çӗньялта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнисем текех çук. Вӗсене (пӗтӗмпе 68-ăн) Анатолий Сергеевич Хохлов пӗр çын юлмиччен пурне те тупнă.

Теччӗ районӗнчи Çӗньял пекки Раççейре тата пур-ши? Темӗн, иккӗленетӗп. Мӗншӗн тесен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнисем текех çук кунта. Вӗсене (пӗтӗмпе 68-ăн) Анатолий Сергеевич Хохлов пӗр çын юлмиччен пурне те тупнă. «Манăн асатте Иван Прокопьевич вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Извещенийӗ те килмен. Асанне ялан: «Сансăр ăна никам та тупаймасть», – тесе хистенипе шырама тытăнтăм», – аса илет çак чăкăлтăш ӗçе мӗнле пуçăннине Çӗньял чăвашӗ. «Пӗкӗлмере 1941 çулта йӗркеленнӗ стрелоксен 352-мӗш дивизине лекнӗ асатте. Çавăнпа дивизин çар çулне пӗтӗмпех тӗпчерӗм. Историе пӗлменнипе тунă йăнăшсем нумай тӗл пулаççӗ. Пӗкӗлме станцийӗнчи монумент çинчех акă «1941 çулхине 352-мӗш дивизин эшелонӗ ноябрӗн 7-8-мӗшӗсенче фронта тухса кайнă», – тесе çырнă. Тӗрӗс мар ку, документсем пур вӗт. Унта вара пӗрремӗш эшелон ноябрӗн 28-мӗшӗнче Мускава хӳтӗлеме тухса кайнине çырнă», – пӗлтерет тӗпчевçӗ. Хăй каланă тăрăх, кун пек йăнăшсем кашни утăмрах тенӗ пек. Чăн историе пӗлменнипе.

Паллах, миллионшар çын хушшинче хыпарсăр çухалнă 68 ентеше шырасси çăмăл ӗç мар вăл. Çапах та йӗп мар вӗт çын, çитменнине салтак, хыпарсăр çухалма пултараймасть, документсем сыхланса юлмаллах. Шăпах çакна тӗпе хурса çанна тавăрнă та Анатолий Сергеевич. 20 (!) çул шыранă вăл вăрçăра хыпарсăр çухалнă 68 ял çыннине. Çак вăхăтра çӗршывра çитмен пӗр архив та юлман. Пăхса тухнă документсен чӗркисене тахçанах ӗнтӗ шутпа шутлама çук, цетнерпа, тоннăпа виçмелле. Шăпах вăл тăрăшнипе вăрçа кайнă çӗньялсем «киле таврăннă» та. Телейлӗ çӗньялсем, вăрçăра çухалнă çывăх çыннисен вилтăпри ăçтине пӗлеççӗ халӗ. (А.Хохловăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество