Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗри тепӗр 4 тăлăх çурт-йӗрлӗ

Хваттере хăш районпа хулара илессине тăлăхсем хăйсем суйлама ирӗк пур. Урăхла каласан, пропискăпа тăракан вырăнта кăна мар.

 Çак кунсенче хулара 4 хваттерлӗ çӗнӗ çурта хута янă. 32-шер тăваткал метрлă хваттерсем йăлтах пурăнма хатӗр. Вӗсенче сантехника, газ плити, шыв, газ счетчикӗсене, пушар тухнине систерекен сигнализаци вырнаçтарнă.Тепӗр çуртăн уççине теччӗсем хăçан илесси хальлӗхе паллă мар-ха, çапах та нумай кӗтме тивмест тесе шантарать Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йӗр фончӗ. Кăçалхи планпа вăл тăлăхсем валли республикăра пурӗ 280 пин тăваткал метлă 161 çурт лартать. Апла-тăк, республикăри 636 тăлăха хаваслă çӗнӗ пӳрт мешехи савăнтарать. 

2020 çулта Тутарстанра çулсерен 300 тăлăх ачана тӳлевсӗр хваттерпе тивӗçтернӗ пулсан, ТР Президенчӗн Р.Миннихановăн йышăнăвӗпе, кăçалтан ку шута 600-ре çитернӗ. («Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество