Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТЕЧЧӖСЕМ ÇӖНӖ ТУХĂÇА ЧӲКЛЕРӖÇ

Сентябрӗн 11-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки çулленхи Чӳклеме уявне паллă турӗ. Шучӗпе кăçалхи 4-мӗш пулчӗ. Те чăвашсен кӗлли çитнипе, те агротехника меслечӗсем лайăхланнипе Теччӗ районӗ тухăç илессипе виççӗмӗш çул ӗнтӗ республикăра малти вырăнта. Кăçалхи типӗ çулта та пӗр гектара тивекен вăтам тухăç кунта 22,2 центнерпа танлашнă.

Теччӗсен Чӳклеми статусӗпе район мероприятийӗ кăна шутланать пулин те, шайӗ унăн чылай пысăк. Кăçал та районтисемсӗр пуçне ансамбльсем Пăва, Нурлат тăрăхӗсенчен тата Чăваш Енри Комсомольски, Патăрьел, Елчӗк, Шăмăршă районӗсенчен килнӗччӗ. Чӳклемен символӗ хăмла пулнăран хальхинче те сăра тӗп вырăнтаччӗ, уяв хăнисен теччӗсен сăрине тутанса хаклама май пулчӗ, районти чăваш ялӗсем «Кӗр сăри» конкурса ятарласа сăра вӗретсе килнӗччӗ.

Темиçе кун пӗр чарăнмасăр çунă çумăр заказпа тенӗ пек Чӳклеме иртмелли кун чарăнчӗ, кунӗпех ăшă та хӗвеллӗ çанталăк тăрса халăх кăмăлне çӗклерӗ. Çӗнӗ тухăçа чӳкленӗ çӗре сумлă хăнасем нумайăн килнӗччӗ: Теччӗ район пуçлăхӗ Рамис Хатыпович Сафиуллов, «ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗ» ассоциацин председателӗ Экзам Саматович Губайдуллин, РФ Патшалăх Думин çиччӗмӗш пухăвӗн депутачӗ Ильдар Ирекович Гильмутдинов, ТР Халăхсен ассамблейин канашӗн председателӗн çумӗ Наталья Михайловна Сабитова, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова, ЧНК çумӗнчи «Чăваш ялӗ» комитетăн председателӗ Эдуард Константинович Бахмисов, Пăва тата Нурлат ЧНКЦ председателӗсем Владимир Анатольевич Ильинпа Галина Владимировна Терентьева тата Чăваш Енри Патăрьел район ертӳçи Рудольф Васильевич Селиванов ертсе пыракан пысăк делегаци.
Яланхи пекех Чӳклеме хăнасене кӗтсе илнинчен, пурте пӗрле Иван Яковлевич Яковлевăн палăкӗ умне чечек хунинчен тата музейри экскурсирен пуçланчӗ. Унтан хăнасене халăх ремеслисен речӗпе Теччӗ районӗнчи чăваш ялӗсен «кил-çурчӗсем» кӗтрӗç. Ялсен сӗтелӗсем тӗрлӗ апат-çимӗçпе тулличчӗ, кунтах темиçе хуранпа Атăл пуллин шӳрпине пӗçерекенсем те, шашлăк ăшалакансем те пурччӗ.
Уяв кураканӗсем, ансамбльсен тухья-хушпуллă хӗр-хӗрарăмӗсем музей тӳремӗ тăрăх унта та кунта утса çак илемпе паллашрӗç. Ывăннисем тӳрем варринчи кӳлӗ хӗррине ларса канчӗç. Уяв сценине айлăмра вырнаçтарни, сăрта халăх валли ларма тесе утă чӳкӗсем хурса тухни хăйне евӗр илем кӳчӗ.  
Уява чӳклеме йăлинчен пуçларӗç. Телее, хальхинче ютран килнисем мар, Теччӗ районӗн культура ӗçченӗсем хăйсем тырă вырнинчен тытăнса авăн çапни, тырă сăвăрни, ал арманӗпе çăнăх авăртни таранах театрализациленӗ постановка туса кăтартрӗç. Çӗнӗ тухăç çăкăрӗпе çӗнӗ хăмла сăрине йăтса кӗлӗ сăмахӗсем калама вара хальхинче Чăваш Чакăлтăмӗнчи «Пилеш» ансамбльне çӳрекен мăшăра Лидия Владимировнăпа Николай Алексеевич Михайловсене шанчӗç. Питӗ лайăх пурнăçларӗç вӗсем хăйсен тивӗçне.
Ун хыççăн сцена çине хаклă хăнасем тухрӗç. Пухăннисене, килнӗ хăнасене пурне те чи малтан Теччӗ район пуçлăхӗ Рамис Хатыпович Сафиуллов саламларӗ. Ильдар Ирекович Гильмутдинов вара хăй сăмахӗнче кашни халăх хăйӗн культурипе чӗлхине сыхласа хăвармалла кăна мар, ачисене те парса хăвармаллине каларӗ. Мӗншӗн тесен чӗлхи пулмасан халăхӗ те пулманнине аса илтерчӗ. «Чăваш чӗлхи ыран та пултăр, аталантăр», – терӗ вăл. Ытти хăнасем те Теччӗ чăвашӗсене саламланă май тăван чӗлхене упраса хăварасси кашнин тивӗçӗ пулмаллине пӗлтерчӗç.
Сентябрӗн 11-мӗшӗнче иртнӗ Чӳклеме тепӗр пысăк пулăмпа та асра юлӗ. Çав кун Теччӗ районӗ Чăваш Енри Патăрьел районӗпе социаллă экономика енӗпе малашне пӗрле ӗçлесси пирки килӗшӗве алă пусрӗç. Икӗ районăн ку енӗпе потенциалӗ пысăк. Культура, вӗрентӳ, сывлăх сыхлавӗ, транспорт енӗпе пӗрле ӗçлӗç, туризм ыйтăвӗпе пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗç.
Кашни чăваш пулса курмалли çак вырăн – Иван Яковлевич Яковлевăн, Иоаким Максимов-Кошкинский тата ытти паллă чăваш çыннисен тăван ялӗ – пуçласа килекенӗн чунне хускатать, çакна Патăрьел район пуçлăхӗ Рудольф Васильевич Селиванов та палăртмасăр хăвармарӗ.
– 51 çул каялла пӗрремӗш хут чăваш букварьне алла тытсан, эпӗ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă яла килсе куратăп тесе шутламан, – пуçларӗ вăл хăйӗн сăмахне.  – Ял тăрăх утса çӳресе, çакăнти чăвашсемпе паллашса вӗсем ăшпиллӗ, маттур, хитре пулнине куртăм. Савăнатăп кунта килнӗшӗн. Пире кунта чӗннӗшӗн Рамис Хатыповича тав тăватăп. Тутарстан Республикин ертӳçисем халăхсен хушшинче туслăхпа ăнлану пултăр тесе пысăк ӗç туса пыраççӗ, – терӗ.
Чӳклеме уявӗ вăл халăхсен хушшинчи туслăха çирӗплетме, уява хатӗрлесе ирттерме пулăшакансене палăртмалли сăлтав та тесен юрать. Хальхинче те сцена çине чи пултаруллисене йыхăрчӗç. Шупашкартан килнӗ ЧНК представительне Э.К.Бахмисова «ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗ» ассоциацин тата ТР Халăхсен ассамблейин Тав çырăвӗсемпе, «Агросоюз» ӗçченне Т.Г.Борисовăна, предпринимателе  В.А.Началовăна, Кăнна Кушки шкулӗн директорне Л.Н.Паргереевăна – Теччӗ район пуçлăхӗн Тав çырăвӗпе, Теччӗ Культура çурчӗн «Шуçăм» ансамблӗн ертӳçине А.Г.Старостинăна ТР Халăхсен ассамблейин Тав çырăвӗпе чысларӗç.
«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн Дмитрий Анатольевич Самаренкинăн саламне çитерчӗ. Кăнна Кушки шкулӗпе ял библиотекисене тата Аслă Ăнă библиотекине Чăваш наци библиотекин ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин хушăвӗпе тунă парнине – кӗнекесен комплектне – парнелерӗ. Чӗлхе ыйтăвӗпе çыхăннă хăйӗн сăввине вуласа пачӗ. «Сувар» хаçатăн вулаканӗсене парнепе савăнтарчӗ.  
Хăнасем йышлă пулсан та вӗсем нумай калаçса вăхăта тăсмарӗç, мӗншӗн тесен уявăн программи анлăччӗ.  Малалла ансамбльсен фестивалӗ пуçланчӗ. Куракансене икӗ республикăри чăваш ансамблӗсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчӗç. Сăмах май, вӗсене пурне те Диплом парса чысларӗç. Теччӗ районӗн юрă ăстисем, чăваш эстрада çăлтăрӗсем (Вячеслав Христофоров тата «Янра, юрă!» ушкăн) хаваслă юрăсем шăрантарчӗç.

Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсенче: Чӳклеме саманчӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев