Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Техника мӗншӗн ҫунать

Актаныш районӗнчи Такталачук ялӗ çывăхӗнче тырă выракан комбайна çӳресе пынă çӗртех вут тивнӗ

 Иртнӗ эрнере республикăри темиçе хуçалăхра техника çуннине хыпарлать РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби.​ Актаныш районӗнчи Такталачук ялӗ çывăхӗнче тырă выракан комбайна çӳресе пынă çӗртех вут тивнӗ. Атня районӗнчи Дусюм ялӗ патӗнче вара çăлавçăсен «МТЗ – 1221» трактора тата пресс-подборщика сӳнтерме тивнӗ. Мӗслӗм районӗ те инкексӗр мар. Сӗт-çу комбиначӗн сӗт турттаракан «ГАЗ» машини гаражра çунса кайнă. Пӗрремӗшпе иккӗмӗш ăнсăртӗнче çынсем сиенленмен, виççӗмӗшӗнче вара 36-ри арçыннăн аллисем тата çурăмӗ пиçнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев