Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТЕЛЕ-РАДИОКАНАЛСЕН ПӖРЛЕХИ ЦИФРА ПЛАТФОРМИ ПУЛАТЬ

Февралӗн 2-мӗшӗнче «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин анлă ларăвӗ иртрӗ. Медиаотраслӗн коллегине ТР Президент Аппарачӗн ертӳçи Асгат Сафаров, министерствăсемпе ведомствăсен представителӗсем, массăлла хыпар хатӗрӗсен ертӳçисем хутшăнчӗç

Докладпа тухса калаçакансен шутӗнче агентство ертӳçи А.Салимгараев, «Салават купере» журналăн тӗп редакторӗ З.Зиннурова, ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службин ертӳçи А.Хасанова, Раççей Кӗнеке кăларакансен ассоциацийӗн президенчӗ К.Чеченев, А.Сафаров пулчӗç.
Айдар Салимгараев агентствăн 2021 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсене туса кăçалхи плансемпе паллаштарчӗ. Ун сăмахӗпе Тутарстан Раççейре чи вулакан тата пресса продукцийӗн тивӗçтерӗвӗпе ертӳçӗ регион шутланать. Агентство ертӳçи пандеми вăхăтӗнче хаçат-журналсен сутăнаслăхӗ, пичет продукцийӗн тиражӗ чаксан та çынсем чăн хыпара унтах шырани, телеканалсен ребрендингӗ, Цифровизаци çулталăкӗнче интернет-платформăсене куçса IPTV сетьре, Smart TV приложенире, ОТТ сервиссенче пулмалли, медиарынокри дефицитлă профессисемпе кадрсем тата почтальонсем çитменни çинчен каларӗ. Тӗп хыпар – 2022 çулта республикăри мӗнпур теле-радиоканалсем валли пӗрлехи цифра платформине хута ярасси, хаçат-журналсен цифра архивне йӗркелесси. Хальхи вăхăтра приложени разработкипе «Татмедиара» ӗç пуçланнă.  
Асгат Сафаров шучӗпе, Тутарстанăн информацилле политики республикăра пурăнакансем хăйсене çак самантра  кирлӗ информацие туххăмрах илме пултарни çинче никӗсленмелле. Тӗп тимлӗх технологисем çинче мар, çын çинче пултăр терӗ. Журналистăн вара хăй ӗçӗнче информаци тӗрӗслӗхӗшӗн яваплă пулмалла, йăнăшни фейксем çуратнине асăрхаттарчӗ. Агентство ӗçне хак парса маркетплейса тухнине ырларӗ, журналистсене М.Шаймиевăн юбилейне анлăн палăртнăшăн уйрăмах тав турӗ. «Республикăри информаци климачӗ сиртен килет», – тесе пӗтӗмлетрӗ хăй сăмахне ТР Президент Аппарачӗн ертӳçи.
Ирина ТРИФОНОВА.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев