Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТЕСТ ИРТ ТЕ ЛĂПКĂН ÇЫВĂР

​Юн тата ар çыхăнăвӗ урлă куçакан ВИЧ-инфекцийӗпе паянхи кун ытларах çамрăксем мар, 40-60 çултисемпе аслăраххисем чирлеççӗ

«ВИЧ-инфекцие общество нумай çул çӗнӗ ӗмӗрӗн мурӗ тесе шутларӗ. Халӗ апла каламалла мар, шала кайнă чир вырăнне йышăнмалла. Мӗншӗн тесен вăхăтра асăрхаса сиплев илсен çак чирпе çын пурăнать, çемье çавăрса ача-пăчаллă та пулать», – çапла пӗлтерчӗ Раççей Сывлăх сыхлав министерствин Федерацин Атăлçи тăрăхӗнчи ВИЧ-инфекцине диагностикăлас тата сиплес енӗпе тӗп специалисчӗ Рафаэль Яппаров ноябрӗн 29-мӗшӗнче «Татар-информра» журналистсемпе тӗл пулсан.

Юн тата ар çыхăнăвӗ урлă куçакан çак чирпе паянхи кун ытларах çамрăксем мар, 40-60 çултисемпе аслăраххисем чирлеççӗ иккен. Мӗншӗн тесен интернетпа анлă усă куракан çамрăксем ВИЧ-инфекцийӗ пирки нумай вуланине кура асăрханма тăрăшаççӗ пулсан, аслисем информацие çиелтен кăна пӗлеççӗ. Арлă-арăмлă пурнăçа çӗнӗ тӗссем кӗртес тесе-ши (тен, урăх хуласене вăраха ӗçе çӳренипе те) ку ыйтура тирпейсӗртерех хăтланаççӗ те киле таврăнсан мăшăрӗсене чирлетеççӗ.​ Çак категорири граждансем хăйсем ВИЧ-инфекцийӗпе чирлине вара нумай чухне больницăна пачах урăххи ыратнипе кайсан ăнсăртран пӗлеççӗ. Паллă ӗнтӗ, кун пек чухне вӗсене медицина пулăшăвӗсӗр пуçне психологи тӗревӗ те кирлӗ пулать.
Спикерсен шучӗпе, ВИЧ-инфекцийӗн профилактикине çамрăксен хушшинче кăна ирттернипе вăтам тата аслăрах çултисене тимлӗхрен çухатнипе пулса иртрӗ ку. Чăн та, 20-30 çул каялла чирленисем шăпах халӗ 50-60 çула çитнине те статистикăран кăлармалла мар-ха, анчах вӗсен шучӗ тахçанах паллă. Акă мӗншӗн пурин те вăхăтран вăхăта сывлăха тӗрӗслесе тăмалла. Паянхи кун​ ВИЧ-инфекцине тӗрӗслеме ансат. Хуласенче СПИД-центрсем, «Тест-мобильсем» ӗçлеççӗ, районсенче – тӗп больницăсем. Кӗрсе тухма кăна вăтанмалла мар.
СПИДпа ВИЧ-инфекцине вăхăтра асăрхас, сиплес тата профилактика ирттерес тӗллевпе йӗркеленӗ «Тест для победы» социаллă проект питӗ ăнăçлă пулнине палăртрӗç спикерсем. Вăл РФ Президенчӗн гранчӗпе тата ТР Сывлăх сыхлав министерствин СПИДпа тата инфекци чирӗсемпе кӗрешекен центрӗ пулăшнипе Тутарстанра кăна мар, Федерацин Атăлçи округӗпех пурнăçланать. Проектпа туяннă ятарлă «Тест-мобильсем» çулталăк çурăра пурӗ 100 000 километр иртсе 9 региона çитнӗ. Пӗтӗмпе 15000 çынна тест ирттерсе ВИЧ-инфекцийӗ пуррипе çуккине тӗрӗсленӗ. Тепӗр 89000-шӗпе консультаци ирттернӗ, юридици, психологи пулăшăвӗ панă. Пресс-конференци пулнă кунхине «Тест-мобиль» Ӗпхӳ хулинче ӗçленине тӳрӗ эфирта кăтартрӗç, пӗр кун маларах вара вăл Шупашкарта пулнă.
– Самар облаçӗ, Пушкăртстан, Чăваш Ен, Удмурт республикисем пире çав тери лайăх йышăнчӗç. Вӗсенчи Сывлăх сыхлав министерствисемпе,​ СПИД-центрсемпе тачă çыхăнса ӗçлерӗмӗр. Халăх тест иртме хастар хутшăнчӗ, çамрăксем мăшăрăн-мăшăрăн килни савăнтарчӗ. Регионсем пире тата килме ыйтаççӗ, – проект мӗнле пурнăçланнипе паллаштарчӗ «Новый век» АБНО генеральнăй директорӗ Лилия Таишева.
ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева шухăша яракан статистикăпа паллаштармасăр иртмерӗ. Тутарстанра хальхи вăхăтра ВИЧ-инфекцийӗпе чирлӗ 15225 çынна тата 148 ачана учета илнӗ. Ытти çулсемпе танлаштарсан, чир тин палăрнисен шучӗ Раççейӗпех чакни сисӗнет. Тутарстанра та пӗлтӗрхинчен сахалрах. Анчах та спикер ку лăпланса лармалли сăлтав маррине палăртса: «Тен, тӗрӗслесе çитереймерӗмӗр пуль», – терӗ. Районсене илес пулсан, Анат Кама, Павлă, Тукай, Аксу, Азнакай районӗсенче хальлӗхе лару-тăру сисчевлине палăртса ку районсенче ВИЧ-инфекцийӗн профилактика мерисене вăйлатмаллине пӗлтерчӗ.
Коронавирус пекех ВИЧ-инфекцийӗ те юнашарах çӳрет, унпа чирлес хăрушлăх пысăк, çавăнпа вăхăтран вăхăта тӗрӗсленессине йăлана кӗртмелле. Чире шала яма памалла мар. Асăнтăм ӗнтӗ, хуласенче СПИД-центрсенче, районсенче тӗп больницăра тест иртме пулать. Хула урамӗсенче е пӗр-пӗр уявра ятарлă «Тест-мобиле» асăрхасан унта кӗрсе тухма та ӳркенмелле мар, тест йăлтах анонимлă.
Декабрӗн 1-мӗшӗ Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун пулнине кура, ноябрӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 1-мӗшӗччен «Тест-мобильсем» Тутарстанăн чи пысăк 3 хулинче ӗçлерӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев