Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тинех Мускав илтрӗ иккен

РФ Патшалăх Думи ӗнер, мартăн 21-мӗшӗнче, «ипотека каникулӗ» çинчен çӗнӗ закон проектне йышăннă. Унпа камсем усă курма пултараççӗ?

РФ Патшалăх Думи ӗнер, мартăн 21-мӗшӗнче, йывăр лару-тăрăва лекнӗ граждансене 6 уйăх «ипотека каникулӗ» парасси çинчен закон проекте пӗрремӗш вулав хыççăн йышăннине пӗлтерет Парламент хаçачӗн сайчӗ. Çӗнӗлӗх кредит килӗшӗвӗ тунисене пырса тивет иккен. Закона апрель уйăхӗн вӗçӗнче йышăнӗç.

Çапла вара камсем усă курма пултараççӗ-ха «ипотека каникулӗпе»? Вӗсем: ӗçсӗр юлнă граждансем, I тата II ушкăн инваличӗ пулса тăнисем, çемьене тăрантараканӗсӗр юлнисем, сывлăха пула икӗ уйăх ӗçлейменнисем тата çемье тупăшӗ 30 процент ытла чакнисем.

Федераци Канашӗн  бюджетпа финанас рынокӗсем енӗпе комитечӗн председателӗ Николай Журавлев сăмахӗсем тăрăх, çак çăмăллăхпа граждансем пӗр хутчен кăна усă курма пултараççӗ, çитменнине ипотекăна илнӗ çурт е хваттер заемщикăн пурăнмалли пӗртен-пӗр вырăн пулсан кăна.  Депутатсем çăмăллăхпа усă куракансен йышне тепӗр вулавра ачана пӗччен ӳстерекен аннесене те кӗртесшӗн.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество