Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӲЛЕТПӖР-ТӖК, ЛАЙĂХ ПУРĂНМАЛЛА

Паянхи кун тӗлне ÇКХшăн парăм республикăра 9 миллиард (!) тенке çитнӗ

«Çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх сферин обществăлла контролӗн регионти центрӗ» ассоциаци май уйăхӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗ вӗçлениччен Тутарстан çыннисене 2021-2022 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезон тивӗçтернипе тивӗçтерменни пирки –  ыйтăм, нумай хваттерлӗ çуртсен подъезчӗсен юсавӗпе, управляющи компанисем çурт-йӗре мӗнле пăхса тăнин мониторингне ирттерет. Кун çинчен  ТР ÇКХ сферинчи обществăлла контролӗн регионти центрӗн ӗç тăвакан директорӗ Дмитрий Романов «Татар-информра» журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ. 

 

Дмитрий Романов сăмахӗсемпе, халăхран нумай ыйтусем килеççӗ. Çынсене ытларах ăшăшăн тӳлев, ăшă парасси (30 процент), çурт-йӗр юсавӗ, çурт-йӗре тытса тăрасси (50 процент), картише хăтлăх кӗртесси (20 процент) хумхантарать. Сăмах май, май уйăхӗ сивӗ тăнипе ăшă пама ыйтакансем те сахал пулман. Спикер кун пирки питех савăнтармарӗ, хутса ăшăтмалли сезон  вӗçленнӗ хыççăн пысăк хуласенче çӗнӗрен ăшă парасси кăткăс, нумай чухне май та çук, мӗншӗн тесен тепӗр сезона хатӗрленес ӗçсем пуçланнă, юсавсем тытăннă. Муниципалитетсенче, пӗчӗк хуласенче, тен, ыйтăва татса пама çăмăлрах-тăр. Тӳлев тенӗрен, шел те, кашни хваттер хуçи ку енӗпе тирпейлех мар иккен, хăшӗ вăхăтра тӳлеменнипе пысăк парăм пуçтарать, хăшӗ пурнăç условийӗсене пула тӳлеймест. Апла-и, капла-и  паянхи кун тӗлне ÇКХшăн парăм республикăра 9 миллиард (!) тенкех.

 Хутса ăшăтмалли сезонпа çыхăннă ыйтăма çак ссылкăпа https://docs.google.com/forms кӗрсе  хутшăнма пулать. Ят-хушамата, хваттер номерне кăтартмасан та юрать. Ыйтăмăн тӗллевӗ – çуртсене ăшă парассин пахалăхне тӗрӗслесе информацие профильлӗ минис­терствăсемпе ведомствăсене, власть органӗсене çитересси.

Халăха хумхантаран тепӗр пысăк ыйту вăл – юсавпа çурта мӗнле тытса тăрасси. Закон тăрăх, подъезд юсавӗ пек пысăках мар ӗçсене кашни 3-5 çулта ирттермелле, анчах нумай управляющи компани ăна ирттермесӗр тӗпрен юсав çитессе 15 çул таранах кӗтнипе подъездсем юхăнса каяççӗ, унта та кунта пралук çакăнса тăрать, домофон ӗçлемест, стенисем ӗçлӗхрен тухаççӗ (анчах подъездсенчи почта ещӗкӗсем хваттер харпăрлăхӗ шутланать, уншăн управляющи компани яваплă мар). Уборщица пур çӗрте урай çуманни те çӗнӗлӗх мар. Шăпах çакăн пек проблемăсене тупса палăртас тӗллевпе мониторинг ирттерет те ассоциаци. Кунта вара ят-хушаматпа адреса кăтартмасăр май çук. Юсав пахалăхне ассоциаци ӗçченӗсем вырăна кайса тӗрӗслеме кирлӗ ку. Мониторинг пӗтӗмлетӗвӗсене те профильлӗ министерствă­семпе ведомствăсене, власть ор­ганӗсене çитереççӗ. 

Нумай хваттерлӗ çуртра пурă­накансене япăххипе кăна мар, лайăх­хипе те çывăхлатас ыйтăва пӗрле татса пама хăнăхтарас шутлă ассоциаци. Çак тӗллевпе Хусан та пиллӗкмӗш çул «Халăхсен хушшинчи кӳршӗсен кунӗ» Пӗтӗм Раççей акцине хутшăнать. Вăл паян, июнӗн 3-мӗшӗнче, «Калейдоскоп» паркра иртет.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев