Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗнчери паллă композиторпа Алексей Айгипе тӗл пултăмăр

Алексей паллă чăваш поэчӗн Геннадий Айхин ывăлӗ. Ашшӗ пекех талантлă. Паян вăл тӗнчипе паллă композитор. Унăн карьери 1999 çулта Валерий Тодоровскин «Страна глухих» фильмӗ валли музыка çырсан пуçланнă. Пӗтӗм Раççей çамрăк та пултаруллă композитор çинчен калаçма тытăннă. Вăл тăрăшнипе саундтрексем концерт залӗсемпе клубсенче янрама пуçланă тата музыка хайлавӗсем çынсемшӗн интереслӗ пулма пуçланă.

Алексей Айгин концертне тахçанах кайса курас килетчӗ. Пӗлтӗр Мускава ӗçпе кайсан таврăнас кун шăпах унăн концертӗччӗ. Вăл вăхăтра паллă композиторпа Фейсбукра туслăччӗ ӗнтӗ. Алексей Геннадьевич концертне пырса курма чӗнчӗ. Шел, май пулмарӗ. Ун чухнех вăл хамăр пекех ахаль çын пулни тӗлӗнтернӗччӗ. Хăйне мăнна хумасăр калаçать. Тӗрӗссипе, ăс-тăнпа, кăмăл-сипетпе пиçе çитнӗ çын хăçан та çапла вăл.

Алексей Айги Шупашкара концертпа килнине пӗлсен юлташсемпе пӗрле кайма шутларăмăр. Хальхинче те хамăр пырассине пӗлтертӗмӗр. «Интервью пама вăхăт пулмӗ, Шупашкартан концерт хыççăнах каятпăр. Курса калаçма вара, тархасшăн», – çапла хурав çитрӗ унран.

Алексей паллă чăваш поэчӗн Геннадий Айхин ывăлӗ. Ашшӗ пекех талантлă. Паян вăл тӗнчипе паллă композитор. Унăн карьери 1999 çулта Валерий Тодоровскин «Страна глухих» фильмӗ валли музыка çырсан пуçланнă. Пӗтӗм Раççей çамрăк та пултаруллă композитор çинчен калаçма тытăннă. Вăл тăрăшнипе саундтрексем концерт залӗсемпе клубсенче янрама пуçланă тата музыка хайлавӗсем çынсемшӗн интереслӗ пулма пуçланă. Унтанпа Алексей Айги çӗре яхăн кинофильмпа сериал валли саундтрексем çырнă. Раççей картинисемсӗр пуçне ют çӗршывсен фильмӗсем валли те.

25 çул ытла ӗнтӗ вăл 4’33 ансамбле ертсе пырать. Хăйпе пӗрле унта 7 музыкант. Шупашкарти концерт Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗнче иртрӗ. Ик сехете яхăн пынă концерт пӗр сывлăш çаврăмӗпе иртсе кайрӗ. Айгин музыки сăнарлă, унăн тытăмӗ те, форми те пур. Ун музыкине илтнипе пӗрле куратăн та. Хавхалануллă та çӗкленӳллӗ туйăм парнелесе пӗр çӗклентерет е меланхолие кӗртсе ӳкерет, е лирикăлла туйăмсемпе лăпкать. Программăра кивӗрех сочиненисемпе пӗрле çӗннисем те пулчӗç. Алексей Айги куракансемпе хутшăнма та ăста. Ахаллӗн калаçать, юри хитре сăмах шырамасть – мӗнле пур çапла. Çакăнпа тыткăнлать те.

Алексей Айгин концерчӗ культура пурнăçӗн пысăк пулăмӗ. Унăн музыки – хăйне пӗр тӗнче. Ансамбль пултарулăхӗ хăйне уйрăм тема. Тӗрӗссипе, вӗсене ӗçре курмалла. Темшӗн циркри жонглерсемпе танлаштарас килет вӗсене. Стильсемпе жанрсене ăста алла илнипе-ши?

Алексей Айги хăй каланă тăрăх, Шупашкара вăл кашни 5-6 çулта килсе каятех. Юн вăл шыв мар çав, кӗçӗн тăван кӗтесе чун туртатех пулӗ.  Хусана та килме пулчӗ. «Чӗнсен хаваспах килетӗп», – терӗ вăл сывпуллашнă май.

Пирӗн хаçата интервью пама та кăмăл турӗ. «Халӗ ӗнтӗ куçа-куçăн тӗл пулсах паллашрăмăр. Интервьюне пама мелне тупăпăр», – шантарчӗ Алексей Геннадьевич.

Вера Семенова сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Пирен чавашсен хушшинче Алексей Геннадьевич пек сынсем пурри савантарать.Сывлах сире.

    Теги: Музыка