Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов 2022 çула Цифровизаци çулталăкӗ пек палăртрӗ

Паян, октябрӗн 8-мӗшӗнче, С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче Патшалăх Канашӗн депутачӗсен улттăмӗш чӗнӗвӗн 25-мӗш ларăвӗ иртрӗ. Кун йӗркинче пӗртен-пӗр ыйту – Тутарстан Президенчӗ Р.Н.Минниханов Патшалăх Канашӗ умне Чӗнӳпе тухни. Рустам Минниханов тӗп вырăна республикăра пурăнакан çынсен пурнăçне пур енчен те лайăхлатса тивӗçлӗ тумаллине лартрӗ. Вӗрентӳ, сывлăх сыхлав ытти сфера  услугисем пуриншӗн те доступлă пулмалла терӗ.

Паян, октябрӗн 8-мӗшӗнче, С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче Патшалăх Канашӗн депутачӗсен улттăмӗш чӗнӗвӗн 25-мӗш ларăвӗ иртрӗ. Кун йӗркинче пӗртен-пӗр ыйту – Тутарстан Президенчӗ Р.Н.Минниханов Патшалăх Канашӗ умне Чӗнӳпе тухни.

Анлă ларăва депутатсемсӗр пуçне ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин, Раççей Федерацийӗн сенаторӗсемпе Патшалăх Думин депутачӗсем, патшалăх власть органӗсен представителӗсем, ТР министерствисемпе ведомствисен, промышленноçпа предприятисен, обществăлла организацисен ертӳçисем, муниципаллă районсен ертӳçисем, аслă шкулсен ректорӗсем, наука общественнăçӗн, тӗн конфессийӗсен представителӗсем, вӗрентӳ, культура, спорт, ял хуçалăх, МХХ представителӗсем тата ытти сферăсенче çитӗнӳ тунă çынсем хутшăнчӗç.

Рустам Минниханов Патшалăх Канашне янă Чӗнӗвӗнче тӗп вырăна республикăра пурăнакан çынсен пурнăçне пур енчен те лайăхлатса тивӗçлӗ тумаллине лартрӗ. Вӗрентӳ, сывлăх сыхлав ытти сфера  услугисем пуриншӗн те доступлă пулмалла терӗ.

Вӗрентӳ пирки каласан, республика ертӳçи юлашки çулта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗрентӳ «учрежденийӗсенчен 600 çамрăк специалист виçӗ çул та ӗçлемесӗр пăрахса кайнине каларӗ. Çавăнпа ТР Вӗрентӳпе наука министерствине кадрсен лару-тăрăвӗпе çине тăрса ӗçлеме хушрӗ.

Президент республикăн социаллă экономика, обществăлла политика, промышленноçпа производство, культура, спорт, бизнес, ял хуçалăх, информаципе технологисен аталанăвӗ çинчен каланă чух çак сферăра çитӗнӳсем тунисене ятран асăнса тав турӗ.  

Республикăн социаллă экономика лару-тăрăвӗ пирки каласа Тутарстан аталанăвӗн стратегилле задачисене палăртрӗ.   

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Рустам Минниханова социаллă экономикăн хальхи лару-тăрăвне тӗплӗ анализ туса панăшăн тав турӗ. Республика Президенчӗ ертсе пынипе Тутарстанра халăх пурнăçне лайăхлатассипе тӗплӗ те системăллă ӗç илсе пынине палăртрӗ. Хăй енчен парламент пуçлăхӗ депутатсене хăйсем суйланнă окургра халăха сăмах панине пурнăçлама çирӗппӗн ыйтрӗ.

Çитес 2022 çула ТР Президенчӗ Рустам Минниханов цифровизаци çулталăкӗ пек палăртрӗ.  

Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: госсовет рт