Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР РАИСӖ 2024 ÇУЛА НАУКĂПА ТЕХНОЛОГИСЕН АТАЛАНĂВӖН ÇУЛТАЛĂКӖ ТЕСЕ ПАЛĂРТРӖ

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов ТР Патшалăх Канашӗн 46-мӗш анлă ларăвӗнче парламентарисен умне Чӗнсе каланипе тухрӗ. Унта вăл чи пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ самантсем çинче чарăнчӗ.

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче  Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов ТР Патшалăх Канашӗн 46-мӗш анлă ларăвӗнче парламентарисен умне Чӗнсе каланипе тухрӗ.

Мероприятие ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, патшалăх тата  муниципаллă власть органӗсен тата тӗн представителӗсем, ятарлă çар операцине хутшăннисем, предприятисен, обществăлла организацисен, МХХ ертӳçисем, тӗрлӗ ӗçре палăрнă çынсем хутшăнчӗç.

Çирӗп экономикăллă, нумай енӗпе малта пыракан Тутарстан Раççей Федерацийӗн тӗревлӗ субъекчӗ шутланни çинчен каласа Рустам Минниханов ку тутарстансен пӗрлехи тивӗçӗ тесе палăртрӗ. «Тутарстан Республики ниме пăхмасăр çирӗппӗн аталанса пырать. Ун никӗсӗнче – обществăлла политика çирӗплӗхӗ, нацисемпе конфессисен тата граждансен килӗшӳллӗ хутшăнăвӗсем. Ку пирӗн тӗп пуянлăх. Пирӗн тӗллев малалла та çак çулпа утса вăйлă Раççейӗн аталанăвне тӳпе кӗртесси. Пирӗн çӗршыв çирӗп тӗрӗслевсем витӗр тухать, вӗсем пурнăçăн кашни сферине пырса тиврӗç. Çапах эпир тивӗçлӗ вӗсене татса парса пыратпăр. Пире авса хуçаймăн! – терӗ Рустам Минниханов хăй сăмахне пуçласа. – Раççей Федерацийӗн Президенчӗ, Верховнăй Главнокомандующий Владимир Владимирович Путин палăртнă çула пула патшалăхăн çарпа оборона потенциалӗ, экономикăн лару-тăрăвӗ тата обществăн пӗрлӗхӗ те çирӗпленсе пыраççӗ.

Чӗнӗве вăл ятарлă çар операцине хутшăннисене, моблизациленнисене, вӗсен çемйисене пулăшакан предприятисемпе организацисене, уйрăм çынсене тав тунинчен пуçларӗ.

«Кашни кун малти ретре пирӗн салтаксемпе офицерсем çар тивӗçне пурнăçлаççӗ. Тутарстанăн 9 çыннине РФ Геройӗ ята пачӗç. пин ытла çын орденсемпе медальсем илме тивӗçрӗç. Паян залра ятарлă çар операцине хутшăннисем лараççӗ. Легендарлă «Алеша» танк экипажӗн командирӗ Расим Баксиков та кунта», – терӗ ТР Раисӗ вӗсене ура çине тăма ыйтса. Рустам Минниханов пурне те чӗререн тав турӗ. Унтан çӗршыва хӳтӗлесе пурнăç панисене асăнса пӗр минут шăп тăма ыйтрӗ.

ТР Раисӗ республика шефа илнӗ Лисичанскпа Рубежное хуласен хальхи лару-тăрăвӗпе паллаштарса вӗсене ура çине тăратас ӗç малалла та пурнăçланса пырассине пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗпе, гуманитарлă пулшăва республика  4 пин тонна ытла ăсатнă. Республика ертӳçи çак ӗçе хутшăннă организацисене – «Помощь рядом! Ярдәм янәшә!», «Народный фронт» и «Добрая Казань», ДОСААФа, тӗн организацийӗсене, волонтерсен пӗрлешӗвӗсене, предприятисен ертӳçисене, передовойне кайса çӳрекен хуласемпе районсен пуçлăхӗсене, депутатсене, уйрăммăн Премьер-министр çумне Евгений Варакина, строительсене, медиксене тав турӗ.

Залра салтаксене УАЗ автомобиль парнеленӗ Таисия аппа Балаева (Пӗкӗлмерен),  Ильдар Зарипов (Элметрен), Айдар Гимадиев (Рыбно-Слободскирен), Светлана Гурлева (Çырчаллинчен) пурччӗ. ТР Раисӗн Чӗнӗвне вӗсене ятарласа чӗнтернӗ.

Рустам Минниханов ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисене, уйрăмах тăванне çухатнисене пулăшмаллине çирӗплетсе каларӗ.

Медиа çинчен

Раççее хирӗç информацилле вăрçă пуçланине асăнса Рустам Минниханов ку ӗçре журналистсен пӗлтерӗшӗ пысăк пулнине каларӗ. Малашне те РФ Хӗç-пăшаллă вăйӗсене дискредитациленине хирӗç тăмалли, республикăри лару-тăрăва хумхатма памалли марри çинчен каларӗ. Коллективлă Анăç çамрăксене хăйсен идеологийӗпе пуçӗсене пăтратма çине тăнă, уйрăмах йăлари хаклăхсене, историлле астăвăма пăсма хăтланнă чухне патриотизм çирӗплӗхӗн никӗсӗ пулмаллине палăртрӗ. Республика ертӳçин шучӗпе, хаçат-журналсем культурăпа искусство ӗçченӗсем хăйсен ӗçӗн никӗсне çак принципсене хумалла. Патриотизмла ӗçре «Юнармия», «Большая перемена» обществăлла пӗрлешӳсен, çарпа патриотизм воспитанийӗн «Авангард» вӗрентӳпе методика центрӗ, «Движение первых» Пӗтӗм Раççейри çамрăксемпе ача-пăча юхăмӗн тивӗçӗ пысăккине палăртрӗ. Çитӗнекен ăрăва воспитани парасси пӗр кунлăх ӗç маррине палăртса ача садӗнченех патриотла воспитани памаллине тата кунта çемье пӗлтерӗшӗ пысăккине çирӗплетрӗ.

Сăмах май, ТР Раисӗн Чӗнӗвне итлеме Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен çемье династийӗсене те чӗннӗччӗ. Çавсен шутӗнче – Соколовсем, Сибгатуллинсем тата  Тульчанскисем.

Историлле астăвăма упрасси пирки

ТР Раисӗ историлле тӗрӗслӗхе, астăвăма упрассине чи пысăк тивӗç шутне кӗртрӗ. Кăçал кăна республикăра Совет Союзӗн тата Раççей Федерацийӗн 22 Геройне асăнса палăксем, Асăну хăмисем, бюстсем лартнă. Рустам Минниханов ку енӗпе ӗçсене малалла илсе пымаллине каласа Правительствăна, Хусан мэрине Çӗнтерӳ паркӗнче СВОна халалланă ятарлă асăну зонине йӗркелеме хушрӗ.

2025 çулта çӗршыв Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне палăртнине каласа халех хатӗрленме пуçламаллине каларӗ.  

Малалла ТР Раисӗ РФ Президенчӗн 2024 çулти суйлавӗ çинчен, нацисемпе конфессисен килӗшӗвӗ, халăхсен культурипе йăлисене упрас ӗçе малалла илсе пырасси, тăван чӗлхесене упрасси, çак енсемпе пысăк мероприятисем иртни (çав шутра Мускав тата Пӗтӗм Руçӗн Патриархӗ Кирилл хутшăннипе, Аслă Пăлхар ислам йышăннине уявлассипе çыхăннисем), кӗçех ТР Православи обществин форумӗ пуласси çинчен каларӗ.

Унтан Рустам Минниханов Тутарстан Республикин социаллă экономикăри, халăхсен хушшинчи ӗçри, ют çӗршывсемпе çыхăнури, промышленноçпа производствăри, социаллă-культурăри – пӗтӗмлетсе каласан кашни отрасльпе сфера çитӗнӗвӗсемпе ăнăçăвӗсем, кăтартăвӗсем çинче чарăнса малашнехи плансемпе задачăсене те палăртрӗ. Предприятисемпе организацисен малашне те ӳсӗм çулӗпе аталанмаллине каларӗ. Кӗскен 2024 çулта БРИКС çӗршывӗсен саммичӗ Хусанта иртессине асăнса ăна çӳллӗ шайра ирттерме хатӗрленме кирлине палăртрӗ.

Юлашкинчен ТР Раисӗ Рустам Минниханов çитес 2024 çула Наукăпа технологисен аталанăвӗн çулталăкӗ пек палăртрӗ.

   «Пирӗн вăй – пӗрлӗхре», – тесе вӗçлерӗ сăмахне Рустам Минниханов.

Рамиль Гали сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Послание Раиса РТ