Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Ветерансен Канашӗ Навальный кӳрентернӗ ветеран хутне кӗме хатӗрленет

А. Поляков: «Кашнине, çитменнине творчество çыннисене, кӳрентерме юрамасть-çке. Кун пек хăтлану илемсӗр кăна мар, киревсӗр те».

Оппозицинер  Алексей Навальный Russia Today информаци агентствине вырнаçтарнă роликра   Раççей Конституцине тӳрлетӳсем кӗртессине ырласа каланă паллă çынсене (çав шутра вăрçă ветеранне Игнат Артеменкона та) «сутăннă патша тарçисем» тата «сутăнчăксем» тесе каланине ветерансем кӳрентерӳ вырăнне йышăнчӗç. ТР Ветерансен Канашӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗн Игнат Артеменкон хутне кӗме хатӗрленет.

Ветерансен Канашӗн президиумӗн председателӗ, вăрçăсене хутшăннă  Александр Поляков та хăй шухăшне пӗлтерчӗ :  «Эпӗ хам та вăрçăсене хутшăннă çын, паллах, Навальнăй хăтланăвне ырлама пултараймастăп. Кашнине, çитменнине творчество çыннисене, кӳрентерме юрамасть-çке. Ку сăмахсене вăл пӗтӗм Раççее, интернета каларӗ. Кун пек хăтлану илемсӗр кăна мар, киревсӗр те. Ветерансем кун пирки сӳтсе явăпăр та хамăр йышăнăва председателе Ахат Юлташев генерал-майора пӗлтерӗпӗр»,  – терӗ вăл кун пирки.

Аса илтеретпӗр, Игнат Артеменко ветерана кӳрентернӗ  Навльный оппозиционера вăрçă ветеранӗ Михаил Латоха сутăнчăк Власов генералпа танлаштарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев