Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЦИФРĂЛЛИ ÇИНЕ КУÇАТПĂР, МАНМАН-И?

Июнӗн 3-мӗшӗнчен Тутарстанра çӗнӗ телевидени ӗмӗрӗ пуçланать: цифрăллă вещани çине куçатпăр...

Çӗршывăн пысăк хулисенче, çав шутра Хусанта та, цифрăллă çӗнӗ телевидени пур, вăл хальлӗхе паралельлӗ пырать. Кивелнӗ вещани аналогне кăçалтан кăтартма чарăнаççӗ те пурте цифрăлли çине куçатпăр. 

Çӗнӗлӗхӗн пӗрремӗш тапхăрӗ пуçланчӗ те ӗнтӗ, февралӗн 10-мӗшӗнчен асăннă кивӗ аналога Раççейри 7 регионта кăтартма пăрахрӗç. Иккӗмӗш тапхăрӗ апрелӗн 15-мӗшӗнчен тытăнать (тепӗр 20 регион кăтартма чарăнать). Тутарстан хутшăнакан виççӗмӗш тапхăр вара шăпах июнӗн 3-мӗшӗнчен пуçланать.

Аса илтеретпӗр, Раççей законодательствипе килӗшӳллӗн, мультиплекса кӗнӗ 20 тӳлевсӗр федераллă канала («Пӗрремӗш канал», «Раççей 1», «Матч ТВ», «НТВ», «Рен ТВ», «Спас» тата ыттисем) хуть хăш регионти телеприемник та лайăх пахалăхпа кăтартмалла. Ытти каналсене курас тесен, тӳлеме тивет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цифровое телевещание