Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Туган тел» мастер-классен конкурсӗнче чăваш учителӗсем маттур пулчӗç

Çӗнтерӳçӗсене палăртма çăмăл пулмарӗ. Çапах та пӗрремӗш вырăна кам йышăнасси пирки пӗр тавлашу та тухмарӗ. Жюри пайташӗсем пӗр саслăн пулса çӗнтерӳçӗ Надежда Сердцева пулнине çирӗплетрӗç. Малалла кăшт хӗрӳрех пулчӗ. Паллах, кашни наци представителӗ хăй халăхӗн çыннине хӳтӗлесе çивӗч аргументсем кăларса тăратрӗ. Мӗн тейӗн, вырăссем калашле – çири кӗпе çывăхрах. Çапла вара лауреатсен шутне тепӗр икӗ чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ – Любовь Яргунинăпа Елизавета Павлова кӗчӗç.

Мартăн 22-23-мӗшӗсенче Хусанта тăван чӗлхепе литературине вӗрентекенсен хушшинче Раççей шайӗнчи «Туган тел» мастер-классен конкурсӗ иртрӗ. Хальхинче мероприяти Атăлçин физкультурăпа спорт тата туризм патшалăх академийӗнче тӗпленчӗ (Универсиада ялӗн территорийӗ).

 Çак конкурс 2012 çултанпа «2014-2021 çулсенче ТР патшалăх тата ытти чӗлхесене аталантарасси» патшалăх программин хӳттинче иртет. Кăçал конкурсăн куçăн мар тапхăрне республика районӗсенчен 78 педагог тата Раççей субъекчӗсенчен тутар чӗлхипе литературине вӗрентекен 17 учитель хутшăннă. Финала вара 50-шне çеç суйласа илнӗ. Çавсен шутӗнче – 17-шӗ тутар чӗлхине вӗрентекенсем,  10-шӗ – вырăс чӗлхин, 6-шӗ – чăваш чӗлхин, 4-шӗ – мари, 2-ӗн мордва (ирçе), пӗри удмурт чӗлхин вӗрентекенӗсем пулчӗç. Тепӗр 10-шӗ ытти субъектсенчен килнӗ тутар чӗлхине вӗрентекенсем.    

Тутарпа вырăс чӗлхисен педагогӗсене уйрăмшарăн хакланă пулсан, чăваш, мари, мордва, удмурт халăхӗсене пӗр ушкăна пуçтарнă. Чăваш шкулӗсем Тутарстанра 90 яхăн, пирӗн хыççăн 29 шкулпа марисем пыраççӗ. Çак статистикăна шута илес пулсан пире пӗр çӗре пуçтарни тӗрӗсех те мар. Йышпа та эпир республикăра виççӗмӗш тӗп халăх шутланатпăр, çавăнпа пире уйрăм категори туса парсан тӗрӗс пулмалла. Тăватă халăхпа пӗрле пуçтарни çӗнтерес шанăçа та сахаллатать. Тен, çавăнпа конкурса хутшăнас текен чăваш чӗлхине вӗрентекенсен шучӗ çулсерен чакса пырать.

Хам та чăваш пулнипе мар, анчах тӗрӗс те, çак хутăш ушкăнра пирӗн вӗрентекенсене çитекенни çукчӗ. Конкурс условийӗсемпе жюрин виçӗ лауреата, икӗ призера тата пӗр çӗнтерӳçе палăртмалла. Çапла вара çак ултă вырăна та чăваш чӗлхи учителӗсем йышăнма пултаратчӗç. Анчах ытти халăхсене пăрса хăвараймастăн вӗт? Вӗсем те хăйне май интереслӗ проектсем хатӗрленӗ.

Çак ыйтусене пурне те килӗшмелле татса парасси Вӗрентӳпе наука министерствин тивӗçӗ.

Камсем килнӗччӗ-ха кăçал чăваш чӗлхипе мастер-классем кăтартма? Акă вӗсем: Елизавета Павлова (Аксу районӗ, Çӗнӗ Тимушкелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул), Любовь Яргунина (Элкел районӗ, Чăваш Пăрнайӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул), Любовь Кожукова (Элмет районӗ, Ереспелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул), Ольга Бахтинова (Пăва районӗ, Чăваш Киштекӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул), Надежда Сердцева (Çӗпрел районӗ, Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул), Людмила Ильгузина (Анат Камăри 34№ гимнази).

Тавлашура тӗрӗслӗх çуралать теççӗ

Вӗрентекенсен мастер-класӗсем кашнин хăйне уйрăм темăпа пулчӗç. Тимлӗхе юмахпа чăвашсен авалхи вăййисенчен, чӗлхери историзмсемпе архаизмсенчен пуçласа Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи литература аталанăвӗ таранах илнӗ. Вӗрентекенсен педагог пултарулăхӗсӗр пуçне творчествăлла ăсталăхӗ те вăйлă аталанни палăрчӗ. Мастер-класра вӗсем юрласа-ташласа та пачӗç. Кун пек конкурссенче оратор пултарулăхӗ те кирлӗ. Ку енӗпе те маххă памарӗç чăваш чӗлхи учителӗсем. 

Çапах пӗр сӗнӳ парас килет. Хаклав хутӗнче проекта хатӗрленӗ, пурнăçланă чухне  инновацилле меслетсемпе усă курасси уйрăм критери пур. Вӗрентекенсем проектсене пурте тенӗ пек йăлари формăпа тунă. Интереслӗ, усăллă, пӗлӳ шайне ӳстерме пулăшакан меслетсем, анчах самана уттинчен те юлма çук. Унăн хăйӗн требованийӗсем. Ачасене тăван чӗлхене вӗренме илӗртме паянхи технологисемпе, программăсемпе анлăн усă курмалла. Çак ыйтăва мероприятин иккӗмӗш кунӗнче иртнӗ «çавра сӗтелте» ТР ЧНКА Çамрăксен политикипе ӗçлекен Артем Носков та çӗклерӗ.

Каларăм ӗнтӗ, çӗнтерӳçӗсене палăртма çăмăл пулмарӗ. Çапах та пӗрремӗш вырăна кам йышăнасси пирки пӗр тавлашу та тухмарӗ. Жюри пайташӗсем пӗр саслăн пулса çӗнтерӳçӗ Надежда Сердцева пулнине çирӗплетрӗç. Малалла кăшт хӗрӳрех пулчӗ. Паллах, кашни наци представителӗ хăй халăхӗн çыннине хӳтӗлесе çивӗч аргументсем кăларса тăратрӗ. Мӗн тейӗн, вырăссем калашле – çири кӗпе çывăхрах. Çапла вара лауреатсен шутне тепӗр икӗ чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ – Любовь Яргунинăпа Елизавета Павлова кӗчӗç.

Çапах ыттисен те кулянмалла мар. Вӗсем пурте пӗрремӗш тапхăртан иртсе финала тухнă. Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсенчен пурӗ 12 заявка килнӗччӗ, çурри финала килме тивӗçни питӗ пысăк кăтарту.

Чи хакли ӗнтӗ кунта пӗр-пӗрин опычӗпе, ытти халăхсен чӗлхипе, культурипе паллашма пултарни, педагог пултарулăхне тупăшура аталантарни.

Вӗрентекенсен Раççей шайӗнчи конкурсӗ чаплă лару-тăрупа вӗçленчӗ. Çӗнтерӳçӗсемпе лауреатсене саламлама ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин, шалти политикăн ыйтăвӗсемпе ТР президенчӗн наци политикин пурнăçланăвӗн департаменчӗн управлени пуçлăхӗ Данил Мустафин, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн председателӗ Константин Яковлев хутшăнчӗç. Кашниех хăй сăмахӗнче тăван чӗлхен пӗлтерӗшне, ăна вӗренме кирлине, Тутарстанри халăхсем пӗр çемьери пек пурăннине, вӗрентекен ӗçӗ сумлă та хисеплӗ пулнине палăртса хăварчӗ. Паллах, 2021 çул – Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнă май çине тăрса ӗçлемеллине, плана кӗртнӗ ӗçсене пурнăçламаллине те манмарӗç.

Сăмах май, конкурса хутшăннă пӗр педагога та тимлӗхсӗр хăвармарӗç. Ку лайăх вара. Кашнине дипломпа тата асăнмалăх парнепе чысларӗç. Призерсене кашнине мультиварка, çӗнтерӳçӗсене укçан преми парса хавхалантарчӗç.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата ТР Вӗрентӳпе наука министерствин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс Образование Туган тел