Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУПĂШАКАНСЕНЕ КӖТЕÇÇӖ

Державин премине тивӗçнисене лауреат ятне тата 200 пин тенкӗ укçа парса хавхалантараççӗ

Паллă ентешӗмӗрӗн Гавриил Романович Державинăн çуралнă кунне кашни çулах анлăн уявласси йăлана кӗнӗ. Июлӗн 14-мӗш тӗлне литературăра çитӗнӳ тăвакансен конкурсне пӗтӗмлетсе  «Державин вулавӗсем» ирттернине эпир пурте хăнăхнă ӗнтӗ. Çын правине хӳтӗлессипе ӗçлекенсем 2016 çултанпа Державин кунне палăртаççӗ. Гавриил Романович Раççей империйӗн пӗрремӗш юстици министрӗ пулнă-çке. Çавăнпа ТР Юстици министерст­ви пуçарнă конкурс вырăнлă. Малтанах хутшăнакансен ӗçӗсене хакланă чух литературăри çитӗнӳсемшӗн уйрăм номинаци, право тӗлӗшӗнчен ирттернӗ тӗпчев ӗçӗсемшӗн уйрăм преми панă.
2020 çулта йӗркелӳçӗсем конкурс ӗçне улшăнусем кӗртнӗ – юриспруденцинче çитӗнӳ тунисене çеç хакланă. Пӗлтӗр литературăра палăрнисене парнесемпе савăнтарнă пулсан, кăçал каллех юриспруденципе çыхăннă ӗçсене наука тӗлӗшӗнчен хакласа çӗнтерӳçӗсене тупӗç.
Çакăн çинчен журналистсене ТР юстици министрӗн пӗрремӗш çумӗ Айнур Газинурович Галимов каласа пачӗ.
Ведомство пуçарнă конкурс 2016 çултанпа пырать терӗмӗр. Апла пулин те ăна питӗ паллă тееймӗн. Хутшăнакансене шутпа илес-тӗк, 2019 çулта 8 çын хутшăннă, 2020 çулта – 4 çын. Кăçал заявкăсем йышăнасси майăн 23-мӗшчен пырать.  Хусанти Кремлевская урамӗнчи 6-мӗш çуртра кӗтеççӗ кăмăл тăвакансене. Юлашки пилӗк çулта кун курнă ӗçсене (2021 çулхи майăн 23-мӗшӗнчен кая мар пичетленмелле) йышăнаççӗ. А.Галимов сăма­хӗсемпе конкурса ытларах аслă шкулсен вӗрентекенӗсем  хутшăнаççӗ. Ӗçсене хакланă чух вӗсен наукăри çӗнӗлӗхне тата пурнăçра усă курма юрăхлине шута илеççӗ. Премие тивӗçнине «Г.Р.Державин ячӗллӗ Республика премийӗн лауреачӗ» ят парса, 200 пин тенкӗ укçапа хавхалантараççӗ. Гавриил Романович çуралса ӳснӗ тăрăхра – Лайăш районӗнче наградăлаççӗ çӗнтерӳçе.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев