Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Турăпа пӗрле, атьсем!

Паян ирпе ирех ‎Нурлат районӗ тепӗр 7 ывăлне Украинăри ятарлă çар операцине ăсатрӗ. Донбасс халăхне неофашистсенчен хӳтӗлемешкӗн хăйсен ирӗкӗпе каяççӗ вӗсем. Салтаксене ырă çул сунатпăр, каялла ырă-сывă таврăнмалла пултăр, Турăпа пӗрле, атьсем!.

Салтаксене ăсатмашкăн çар комиссариатне район администраци пуçлăхӗ Дамир Ишкинеев хăй те пынине хыпарлать район сайчӗ.

– Эсир питӗ хăюллă утăм тăватăр. Тăван çӗршыва хӳтӗлесси кашнин тивӗçӗ. Тӳрӗ кăмăлпа службăра тăрăр, ырă-сывă таврăнăр. Эпир сире килте чăтăмсăр кӗтетпӗр, – тенӗ вăл ентешӗсене ырă çул сунса. Унтан кашнине çул çинче чи кирлӗ хатӗрсем тултарнă пакетсем валеçнӗ.

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене район пăрахмасть, май пур таран пулăшма тăрăшать.

– Тăванăрсемпе çывăх çыннăрсемшӗн ан пăшăрханăр, вӗсем пирӗн хӳтлӗхре юлаççӗ. Хăйсене хумхантаракан хуть мӗнле ыйтупа та районăн Ӗçтăвкомне е «Защитники Отечества» фонда килме пултараççӗ, – тенӗ  Ӗçтăвком ертӳçи, районти призыв комиссийӗн председателӗ Заррина Сайфутдинова кун пирки тепӗр хут аса илтерсе. Яланхи пекех, саталтаксене районăн çар комиссарӗ Загир Абдуллин та ырă çул суннă.

Нурлат районӗ контрактпа каякан салтаксене хальхинче укçан та пулăшать. Район администрацин пуçлăхӗ Дамир Азатович район ертӳлӗхӗ çак кунсенче кăна-ха район бюджетне кӗмен спонсорла пулăшуран контрактпа каякан кашни салтака 300 пин тенкӗ укçан пулăшу пама йышăннине пӗлтернӗ. (Нурлат-информ сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество