Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУРПАС ПЕК ÇУНАТПĂР

Республикăра пушарсен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, икӗ хут ӳснӗ. Паянхи кун тӗлне 23 çын çунса вилни паллă. Шел те, инкекӗн сăлтавӗ нумай чухне хамăрăн тимсӗрлӗхре.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра пушарсен шучӗ пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, икӗ хут ӳснӗ. Кун çинчен МЧСăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Сергей Сергеев комисси ларăвӗнче пӗлтернине хыпарлать «Татар-информ» ИА. «Паянхи кун тӗлне республикăра 23 çын çунса вилнӗ, вӗсенчен пӗри пӗчӗк ача»,–  тенӗ вăл кун пирки. Пушарта çунса вилнӗ тӗслӗхсем 11 районта ӳсни паллă. Инкекӗн сăлтавӗ  –  Февралӗн 1-мӗшӗнче те акă ашшӗ-амăшӗ виççӗри ачине киле пӗччене питӗрсе хăварман-пулсан, пепке вутпа вылямастчӗ. 

 Çӳлерех асăннă çынсенчен 15-шӗ пурăнмалли çуртсенче çунса вилнӗ, вӗсенчен ытларахăшӗ ӳсӗр пулнă. (ТР МЧС пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия