Тутарсем чăмăртанаççӗ, чăвашсем саланаççӗ
Шел те, пирӗн, чăвашсен, кун пек ӗç патне мар, шухăш патне те çывхарма инçе-ха. Мӗншӗн тесен Шупашкар чăвашсене хамăрăннипе хамăрăнни марри (тулашри) çине пайлама чарăнаймасть.
Хуть мӗн калăр та, наци лидерӗсӗр халăх чăмăртанаймасть.Тутарсемех акă, юлашки çулсенче нацие аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗç турӗç. ТР Президенчӗ Р. Минниханов: «Тутар пулма намăс мар халь»,– тесе пӗрре кăна çӳллӗ трибунăран каларӗ, халăх илтрӗ те. Ачасем пӗчӗкренех тăван чӗлхепе калаçаççӗ, ялта кăна мар, хулара та.
Ку халăхăн наци политики сăмах вӗççӗн кăна мар çав, вӗсем чăнах та тăван чӗлхене сыхласа хăварас, аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗçлеççӗ, çитменнине Правительство шайӗнче. Акă мӗнле çырать Тутарстан лидерӗ хăйӗн «Республика Татарстан» хаçатра халӗ кăна тухнă статйинче нацин пӗлтершӗ, пуласлăхӗ пирки (пурне те ăнланмалла пултăр тесе унăн сăмахӗсене чăвашла куçармастпăр): «Мы видим свое будущее. Мы – исторически значимое целое, потому что самобытны, идем по своей орбите, но в едином многонациональном созвездии. Кем мы себя точно не видим, так это „сувенирным народом». Надо помнить, что нация не исчезает в одночасье, но, исчезнув, уже не восстановится никогда. Мы хотим и дальше писать свою историю, творить свое будущее. И пусть оно будет ярким и успешным для многих и многих поколений». Тарăн шухăш, тӗрӗс сăмахсем. Çитменнине вӗсем республикăра пурăнакан тутарсене кăна мар, пӗтӗм тӗнчери тутарсене те пырса тивет. Тутар халăхӗ чăмăртанасси мӗншӗн Тутарстанран килнине те ăнлантарать президент: «Исторически сложилось так, что ответственность за единение татар лежит на современном Татарстане. И для каждого из нас, где бы мы ни жили, важно чувствовать его заботу. Поэтому и поддерживается деятельность Всемирного конгресса татар, создаются программы по сохранению языков, культуры, идентичности, учреждаются гранты — это гибкий подход для решения задач сегодняшнего дня. Такую работу мы обязательно будем продолжать».
Çапла каларӗç-тӗк тутарсем, çапла пулать те. Шел, пирӗн чăвашсен кун пек ӗç патне мар, шухăш патне те çывхарма инçе-ха. Мӗншӗн тесен Шупашкар чăвашсене хамăрăннипе хамăрăнни марри (тулашри) çине пайлама чарăнаймасть. Наци политики çуккине е пиçсе çитменнине кăтартать çакă. Енчен те шухăша малашне те улăштараймасан, регионсенче, ют çӗршывсенче пурăнакан чăвашсене хăнана кӗмелли объект пек кăна йышăнсан, чăмăртанасси пирки ӗмӗтленмелли те çук. Çавăнпа тӗнчери тутарсем чăмăртанаççӗ пулсан, чăвашсем эпир çаплах саланатпăр-ха.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
100 раз бравы
0
0