Сувар

Тутарстан «ăслă» холодильник кăларма пуçлать

Интернет технологийӗллӗ çак холодильниксем апат-çимӗç пуррипе çуккине, вӗсен срокӗ тухнипе тухманнине тӗрӗслеме тата кирлӗ апат-çимӗçе интернет-лавккасенче заказ тума пултараççӗ.

Тутарстанри POZIS завод темиçе уйăхран «ăслă» холодильниксен тӗрӗслевне пуçлассине хыпарлать «Татар-информ» ИА «Ростех» патшалăх корпорацийӗн пресс-службин хыпарӗ çине таянса. Интернет технологийӗллӗ çак холодильниксем апат-çимӗç пуррипе çуккине, вӗсен срокӗ тухнипе тухманнине тӗрӗслеме тата кирлӗ апат-çимӗçе интернет-лавккасенче заказ тума пултараççӗ иккен.

Çакăн пек технологиллӗ хатӗрсем ытти цифрăллă модельсем темиçе çултан POZIS кăларакан продукцин никӗсӗ пулӗç. Ростехăн генеральнăй директорӗ Сергей Чемезов завода ӗçпе килсен «ăслă» холодильниксем кăларма 2 миллиард тенкӗ инвестици укçине ярассине, çакă завода  2021 çултан çулталăкне 600 пин устройство кăларма май парассине каланă


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: