Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Патшалăх Канашӗпе Алтай Республикин Патшалăх Пухăвӗ – Эл Курултайӗ ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетнӗ

Паян, октябрӗн 11-мӗшӗнче Горно-Алтайск хулинче (Алтай Республики) ТР Патшалăх Канашӗпе АР Патшалăх Пухăвӗ – Эл Курултайӗ ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетрӗç. Сăмах май, ӗçлӗ хутшăнусем икӗ республикăн парламенчӗсем хушшинче тахçанах çирӗпленнӗ. Пӗрремӗш килӗшӗве 20 çул каялла 2044 çулхи июлӗн 7-мӗшӗнче çирӗплетнӗ пулнă.

Паян, октябрӗн 11-мӗшӗнче Горно-Алтайск хулинче (Алтай Республики) ТР Патшалăх Канашӗпе АР Патшалăх Пухăвӗ – Эл Курултайӗ ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетрӗç.

Аса илтеретпӗр, ӗнер ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ертсе пыракан Тутарстан парламентарийӗсем ӗçпе Алтай Республикине тухса кайрӗç. Делегаци шутӗнче парламентăн тутар тата вырăс чӗлхисемпе закон тексчӗсене танлаштарса пӗрпеклетессипе комиссин председателӗ Римма Ратникова, ТР Писательсен союзӗн председателӗ Ркаил Зайдуллин пулчӗç. Аэропортра вӗсене Эл Курултай Председателӗ Артур Кохоев кӗтсе илнӗ.

Килӗшӗве алă пусса çирӗплетес церемони Патшалăх Пухăвӗнче – Эл Курултайра иртнӗ. Сăмах май, ӗçлӗ хутшăнусем икӗ республикăн парламенчӗсем хушшинче тахçанах çирӗпленнӗ. Пӗрремӗш килӗшӗве 20 çул каялла 2044 çулхи июлӗн 7-мӗшӗнче çирӗплетнӗ пулнă. Республикăсен хушшинче суту-илӳпе экономика, наукăпа техника тата гуманитарилле çыхăнусем те аталанса пыраççӗ.

«Депутатсен корпусӗсем, пирӗн ертӳçӗсем тачă çыхăнса ӗçлени килӗшӗве çӗнетме хистерӗ. Алтай Республикипе агропромышленность сфери тата туризм отраслӗ енӗпе ӗçлеме кăмăл пур», – тенӗ Фарид Мухаметшин ӗçтешӗсене сывлăх суннă май. Кӗскен парламент пуçлăхӗ Тутарстанран Патшалăх Думине суйланнă депутатсемпе мӗнле ӗçлени, республикăра нацисен хушшинчи килӗшӗве мӗнле майпа упраса хăварни çинчен каласа панă.

Артур Кохоев та килӗшӗве çӗнетме кирлине палăртнă. «Пирӗн халăхсене пӗр истори, пӗр евӗртерех культура пӗрлештерсе тăрать. Паян пирӗн парламентсен хушшинчи ӗçе малалла аталантарма çӗнӗ механизмсем кирлӗ. Килӗшӗве çирӗплетни регионсен, парламентсен хушшинчи ӗçлӗ çыхăнăва çирӗплетме тивӗç. Пысăк тав сире пирӗн пата килнӗшӗн», – тенӗ Патшалăх Пухăвӗн – Эл Курултайăн Председателӗ.  Церемони вӗçленес умӗн Артур Кохоев Фарид Мухаметшина парламентсен хутшăнăвӗсене аталантарма пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн «Парламент Республики Алтай» медальпе чысланă.

Каярах Тутарстан делегацийӗ «Алтай – сердце Евразии» стела патне çитсе килнӗ. Пирӗн республикăшăн вăл пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ăна хăй вăхăтӗнче Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шаймиев пуçарăвӗпе Алтай Республики Раççей шутне хăй ирӗкӗпе кӗнӗренпе 250 çул çитнине халалласа тутарттарнă. Ăна 2006 çулта Алтай Республикине кӗрес умӗн вырнаçтарнă, ун чух стелăна уçнă çӗре Фарид Мухаметшин хăй хутшăннă. Стела тӗрӗк халăхӗсен  пӗрлешӗвӗн символӗ пулса тăрать.     

Унтан делегатсем Çӗнтерӳ паркне, алтайсен паллă художникне, обществăлла ӗçченне Григорий Чорос-Гуркина халалланă палăк патне çитсе килчӗç.  

Ун хыççăн тутарстансем çак тăрăхра пурăнакан йăхташӗсемпе – тутарсемпе тӗл пулчӗç, Çӗпӗр халăхӗсен историпе культура еткерлӗхне упраса хăварас ӗçри опычӗпе паллашрӗç.  

Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Патшалăх Канашӗнче