Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан паян юр тыткăнӗнче

ТР Гидрометцентрӗ республикăра паян, мартăн 14-мӗшӗнче, çӗрле тата ир енне юр çăвассине, хӗвел анăçри районсенче вырăн-вырăнпа вăйлă юр пулассине пӗлтерет.

Республика территорийӗнче çанталăк кунӗпех ăмăр тăрать, кăнтăрла юр çăвать. Вырăн-вырăнпа çулсем пăрланаççӗ. Çӗрле 9-13 градус таранах сивӗ пулать, кăнтăрла  – 4-ран пуçласа +1 градуса ăшăтать. Çул çине тухакансене тимлӗ пулмаллине асăрхаттаратпăр.

Хусан университечӗн метеорологи, климатологи тата атмосфера  экологийӗн кафедри  март уйăхӗ йӗпе те ăшă пуласса шантарать.  (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Погода