Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан хальхинче те аякра юлмарĕ

ТР Раисĕ Рустам Минниханов çурхи ейӳ вăхăтĕнче инкек курнă Оренбург облаçĕнче пурăнакансене республика пулăшасси пирки пĕлтернĕ.

«Пирĕн Оренбург облаçĕнче пурăнакан кӳршĕсем пысăк инкеке лекнĕ. Тутарстан кун пек йывӑр самантсенче нихӑçан та айккинче юлмасть. Кӳршӗсене пулӑшу парӑпӑр», — çырнă хăйĕн Телеграмм-каналĕнче Рустам Минниханов.

Хусантан инкеке лĕкнĕ çынсен валли темиçе фурăпа ĕçмелли шыв ӑсатнине те пĕлтернĕ республика ертӳçи.

«Хальхи вăхăра пирĕн муниципалитетсенче вырнаçнă пулăшу пуçтаракан центрсенче гуманитари тиевӗ йӗркелеççӗ», — пĕлтернĕ Рустам Минниханов. 

Хусанта пулăшӑва (вырӑн хатӗрӗсене, харпӑр гигиена япалисене, нумай вӑхӑт хушши упранакан апат-çимӗçе, ӑшӑтмалли хатӗрсене, çавӑн пекех шкул хатӗрӗсене) Горький урамӗнче 12-мĕш çуртра вырнаçнӑ Гуманитари штабӗнче йышăнаççӗ.

Гуманитари штабӗ 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ӗçлет. Гуманитари пулӑшӑвӗпе çыхӑннӑ ыйтусене уçӑмлатма +7 917 867 54 28 телефонпа çыхӑнма пулать.

Сăнӳкерчӗксем Рустам Минниханов  Телеграмм-каналӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество помощь