News by tag - помощь
-
«Снежный десант» акци вӗçленчӗ
Хусанти «Сайдаш» Культура центрӗнче Пӗтӗм Раççейри «Снежный десант РСО. Десант Победы» патриотла акци вӗçленнипе республикăри студотрядсен ӗçне пӗтӗмлетнӗ. Студотрядсене кӗрекен 450 ытла çамрăк республикăн 17 районне çитсе пенсионерсене пулăшнă тата шкул ачисене профориентациленӗ. Акци «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсене тивӗçтерет.
-
Амăш капиталӗн программине 2030 çулччен тăснă
Февралӗн 1-мӗшӗнчен пӗрремӗш ачашăн парăнакан амăш капиталӗн калăпăшӗ – 690 пин тенкӗ, иккӗмӗшӗшӗн – 222 пин тенкӗ пулать.
-
Тутарстан хальхинче те аякра юлмарĕ
ТР Раисĕ Рустам Минниханов çурхи ейӳ вăхăтĕнче инкек курнă Оренбург облаçĕнче пурăнакансене республика пулăшасси пирки пĕлтернĕ.
-
Тутарстанран Лисичанскпа Рубежное хулисене 16-мĕш гуманитари пулăшăвĕ çитнĕ
Тутарстан, «Единая Россия» парти пулӑшнипе, Лисичанскпа Рубежное хулисенче пурӑнакансем валли 200 тоннӑна яхӑн гуманитари пулӑшăвĕ çитернӗ.
-
Çĕпрел ветеранĕсем салтак амăшĕсене пулăшаççĕ
Çӗпрел районӗнчи Çар ветеранӗсен канашӗ «Ырăлăх эрни» республика ыркăмăллăх акцийӗн хӳттипе хăйсен «Пирӗн аннесем патне шаккăр!» акцине ирттереççӗ. Кăçал ăна августăн 28-мӗшӗнче пуçланă, кун çинчен канашăн ертӳçи, Афган вăрçин ветеранӗ Виктор Петухов пӗлтерчӗ.