Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çĕпрел ветеранĕсем салтак амăшĕсене пулăшаççĕ

Çӗпрел районӗнчи Çар ветеранӗсен канашӗ «Ырăлăх эрни» республика ыркăмăллăх акцийӗн хӳттипе хăйсен «Пирӗн аннесем патне шаккăр!» акцине ирттереççӗ. Кăçал ăна августăн 28-мӗшӗнче пуçланă, кун çинчен канашăн ертӳçи, Афган вăрçин ветеранӗ Виктор Петухов пӗлтерчӗ.

Акă ӗнтӗ темиçе çул вӗсем кӗркунне çак акцие ирттерсе Афганистанра, Чечняра пуç хунă салтаксен ашшӗ-амăшӗсене, пурнăç йывăрлăхне кӗрсе ӳкнӗ çак категорири ветерансене май çитнӗ таран пулăшу параççӗ. Кăçал ветерансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă салтаксен ашшӗ-амăшӗсене те пулăшма йышăннă.

Палăртса хăварам, кун пек акци республикипе те урăх çук. Ветерансем ăна районти фермерсем пулăшнипе ирттереççӗ. Кăçал расхутсене Кивӗ Йӗлмелӗнчи хресченпе фермер хуçалăхӗн ертӳçи Владимир Анатольевич Лысов хăй çине илнӗ. Кашни çемьене çуршар тонна тырă уйăрнă кăна мар, тиевлӗ машинине те панă вăл.

Акцие район центрӗнчи анне палăкӗ умӗнче чечек хунинчен пуçлаканччӗ ветерансем, кăçал йăларан кăшт пăрăнма тивнӗ. Виктор Петрович çакна çанталăк йӗпе-сапана кайиччен кашни çемьене çитме ӗлкӗрессипе çыхăнтарчӗ.

– Акцин пӗрремӗш кунӗнче район центрӗнчен аякри ялсене, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă салтаксен ашшӗ-амăшӗ патне, пурӗ 12 çемьене çитсе кашнине 11-шер михӗ урпа валеçрӗмӗр. Ку вăл акцин пӗрремӗш тапхăрӗ кăна-ха. Афган, Чечня вăрçисенче пуç хунă салтаксен ашшӗ-амăшӗсене тата пурнăç йывăрлăхне кӗрсе ӳкнӗ ветеран-афганецсене сентябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче пурне те тырă парăпăр. Чăх-чӗп усракан ял çемйисемшӗн питӗ кирлӗ пулăшу ку. Вӗсене тырă туянма укçи-тенкисӗр пуçне кӳрсе килме машини те, тиекенни те кирлӗ вӗт. Афган вăрçинче пуç хунисен ашшӗ-амăшӗсен çулӗсем сахал мар, вӗсем çав тери хытă савăнаççӗ ку пулăшушăн. Ытларах тырри те мар, хăйсен ачисене манманни, тимлӗх уйăрни пӗлтерӗшлӗ вӗсемшӗн. Афган, Чечня вăрçин суранӗсем туртăннă ӗнтӗ, тăванӗсем çухатăва чунпа йышăннă, пирӗнпе кулкаласа калаçма хал çитереççӗ. Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисен çемйисене вара çав тери йывăр, вӗсем хытă йӗреççӗ. Çавăнпа пирӗн тимлӗх нихçанхинчен те кирлӗрех вӗсене. Хамăр фермерсене пысăк тав, вӗсем пире çак акцие кăна мар, ытти мероприятисене ирттерме те пулăшаççӗ. Ак, августăн 28-мӗшӗнче кăна ялсем тăрăх пурӗ 220 километр çул иртрӗмӗр. Пирӗн канаш общестăлла организаци, машинăна тара тытма та, ун валли бензин туянма та укçа çук пирӗн. Владимир Анатольевич Лысов вара тыррине пачӗ кăна мар, машинине те, сӗрмелли-çунтармалли хатӗрӗсене те уйăрчӗ. Ку çав тери пысăк расхут, апла пулин те хирӗçлемерӗ. Ăна тата районти фермерсене пурне те Турă сывлăх патăр», – терӗ Виктор Петухов акци пирки телефонпа ыйтса пӗлсен.

Анне палăкӗ умӗнче пухăнса чечек хурас шухăшран та пăрăнман ветерансем, ăна кăшт каярах, акцие ăнăçлă вӗçлесен ирттерме планлаççӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.

В.Петухов сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: помощь