Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстана килекенсен йышӗ ӳснӗ

Пуринчен ытла туристсене Хусан Кремлӗ, Свияжск хула-утрав, Аслă Пăлхар музей-заповедник, Елабуга, Чистай, Теччӗ хулисем илӗртеççӗ

 

Пуринчен ытла туристсене Хусан Кремлӗ, Свияжск хула-утрав, Аслă Пăлхар музей-заповедник, Елабуга, Чистай, Теччӗ хулисем илӗртеççӗ

Иртнӗ çул Тутарстанăн туризм отраслӗшӗн пӗлтерӗшлӗ çулталăк пулчӗ. 2023 çулта 11 уйăхра республикăна килекенсен йышӗ 4 миллионран иртнӗ, декабре шута илсен цифра тата пысăкрах пулма тивӗç. Виçӗмçул республикăна канма, курма килнисен шучӗ 3,9 миллион çынпа танлашнă. Статистика кăтартăвӗсемпе, Тутарстана туристсем вăтамран 3,2 талăка килеççӗ. Вӗсенчен кашни 22 400 тенке яхăн хăварать. Кунта пурăннăшăн, апатланнăшăн, тӗрлӗ сувенир тата экскурсисем туяннăшăн тăкаксем кӗреççӗ. 2023 çулта туризм отраслӗнчи укçа-тенкӗ çаврăнăшӗ, унпа çыхăннă отрасльсеннипе пӗрле, прогнозсем тăрăх 88 миллиард тенкӗпе танлашмалла. Обществăлла апатлантару сферинче кăна иртнӗ çулăн 10 уйăхӗнче 55 миллиард тенкӗ тупăш илнӗ. Ку 2022 çултипе танлаштарсан 25,3 процент ытларах. 

Кун пирки январӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ коллегире ТР Туризм енӗпе патшалăх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов пӗлтерчӗ. Ведомствăн анлă коллегийӗ Атăлçири патшалăх физкультурăпа спорт тата туризм университетӗнче иртрӗ. Унта ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, ТР Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов, Марий Эл Республикин спортпа туризм министрӗ Лидия Батюкова, Санкт-Петербургри Туризм аталанăвӗн комитечӗн председателӗн çумӗ Нана Гвичия, Мускавăн Туризм комитечӗн халăхсен хушшинчи хутшăнусен управленийӗн пуçлăхӗ Булат Нурмуханов, Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, ТР Раис аппарачӗн ӗçченӗсем, Тутарстанри тӗрлӗ çӗршывсен генеральнăй консулӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен, муниципаллă йӗркеленӳсен Ӗçтăвкомӗсен ертӳçисем, аслă шкулсен, Обществăлла палата представителӗсем, ресторансемпе хăна çурчӗсен представителӗсем, экскурсоводсем хутшăнчӗç. Чăваш Ен Республикин Физкультурăпа спорт министерствинчен те хутшăнакансем пулчӗç, онлайн майӗпе. 

Илӗртӳлӗх факчӗсем

Мероприятие ТР Туризм енӗпе патшалăх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов йӗркелесе ертсе пычӗ. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, туристсем Тутарстана ытларах самолетпа килеççӗ. Пӗлтӗр Хусан аэропорчӗ 5 миллион çынна йышăннă. Ку пирӗн пата туристсем ытларах Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен, Мускав облаçӗнчен килнипе çыхăннă. Кӳршӗллӗ регионсенчен килекенсем ытларах автомашинăпа е поездпа, е урăх майпа çитеççӗ. 
Уйрăмах Хусан илӗртӳлӗхӗ ӳсет. Çакна комитет председателӗ пӗлтерӗшлӗ пулăмсемпе çыхăнтарчӗ. Çавсенчен пӗри — республикăра ЮНЕСКО списокне кӗнӗ объектсем пурри, пӗлтӗр тăваттăмӗшӗ хушăнчӗ — ХФУ обсерваторийӗсем. Пуринчен ытла туристсене Хусан Кремлӗ, Свияжск хула-утрав, Аслă Пăлхар музей-заповедник, Елабуга, Чистай, Теччӗ хулисем илӗртеççӗ. 


Сергей Иванов шучӗпе, республика илӗртӳлӗхне Хусанта иртекен тӗнче шайӗнчи, халăхсен хушшинчи мероприятисем иртни те ӳстерет. Пулăм туризмне аталантарма кăна пӗлтӗр республика бюджетӗнчен 50,3 миллион тенкӗ уйăрнă — «СоТворение» халăхсен хушшинчи музыка фестивальне йӗркелеме. Унта пӗтӗмпе 56734 çын килсе курнă. 

Тепӗр ырă йышăну — юханшыв, кӳлӗ, водохранилище çыранӗсемпе пляжсене, ытти объектсене тирпей-илем кӗртни. Ку енӗпе 173,6 миллион тенкӗ уйăрнă. Ку та канма килекенсен йышне ӳстерме самай пулăшнă. 

«2023 çулта эпир РФ Президенчӗ Владимир Путин пуçарăвӗпе хута кайнă „Туризм и индустрия гостеприимства“ наци проектне хутшăнтăмăр. Нацпроекта кӗнӗ мероприятисене пурнăçласси пирӗн тӗп задача пулса тăчӗ. Ун хӳттинче 817,4 миллион тенкӗлӗх 5 мероприяти пурнăçларăмăр. Çавсенчен пӗри — хула центрӗн туризм кодне йӗркелесси. Ку енӗпе Хусанпа Елабугăра анлă ӗçсем иртрӗç. Хусанпа Елабугăн хула варрисем тата та илемленчӗç, тӗрлӗ арт-объектсем, скульптурăсем, канма меллӗ зонăсем, мероприятисем ирттерме сценăсем ӳссе ларчӗç», — терӗ Сергей Иванов. 

Потенциал пур — ӗçлекенсем çук

Çитӗнӳсемпе паллаштарнă май, спикер малашнехи задачăсемпе çитменлӗхсене та асăнса хăварчӗ. Тӗллевсен шутӗнче — Тутарстана килекенсен кунта пулас вăхăтне ӳстересси. Спикер шучӗпе, Хусана 3 талăка кăна килсе кайни çителӗксӗр. Апла пулсан Хусан, ытти хуласемпе районсен илӗртӳлӗхне тата ӳстермелле, республикăн туризм потенциалӗ пирки ытларах пӗлтермелле, пиар кирлӗ. 

Çивӗч ыйтусен шутӗнче ытти отрасльсенчи пекех — кадрсен ыйтăвӗ. Çакă уйрăмах çӳллӗ сезонсенче (ытларах çулла) лайăх палăрать. Отельсемпе хăна çурчӗсен сферинче специалистсем çитмеççӗ. Çавăнпа кадрсен хатӗрленӗвне пысăкрах тимлӗх уйăрмалла. Пӗлтӗр тинех Туризм отраслӗ валли кадрсем хатӗрлессипе аталану центрне хута янă. Сергей Иванов сăмахӗпе, вӗсем уншăн икӗ çул кӗрешнӗ. Кун йышши центрсем халиччен Мускав облаçӗпе Санкт-Петербургра кăна пулнă, халӗ Тутарстанра та. Çапла Хусана кӳршӗллӗ регионсенчен те вӗренме килме пуçланă. Центр Атăлçири патшалăх физкультурăпа спорт тата туризм университетӗнче тӗпленнӗ. Центра пӗтӗмпех федераллă бюджет укçи-тенкипе йӗркеленӗ. Пӗлтӗр центртан Тутарстансăр пуçне Пушкăртстанпа Самар облаçӗн командисем вӗренсе тухнă. Кăçал ытти регионсенчен 21 команда вӗренме килмелле. 

Субсиди парне мар

Тепӗр проблема вăл — хăна çурчӗсен номер фончӗ çителӗксӗр пулни. Хусан час-час халăхсен хушшинчи мероприятисем ирттерет. Пӗтӗмӗшле номер фончӗ çителӗксӗр пулнипе Хусан пурне те йышăнаймасть. Çак проблемăна татса парас тӗллевпе пӗлтӗр хула хӗрринчи кану йӗркелессипе 18 объект хута янă. Вӗсем хуларан инçе мар пулнипе туристсем хапăл туса унта вырнаçаççӗ. Пӗтӗмпе 229 номер хута кайнă. Пӗлтӗр вӗсем пурӗ 70 пин çынна йышăннă. Кăçал Хусан çывăхӗнче тата 10 районта пурӗ 176 номер ӗçлесе каймалла. 
«Кану зонисене аталантарма парăнакан субсидипе ытларахăшӗ ăнăçлă ӗçлет. Анчах хăш-пӗр предпринимательсем эффективлă ӗçлеймеççӗ. Субсиди вăл — парне мар. Патшалăх интересӗ кунта çӗнӗ ӗç вырăнӗсем йӗркелессипе, бизнес ӳсӗмӗпе, налог пухассипе çыхăннă. Çавăнпа илнӗ субсидие тӳрре кăларас пулать», — терӗ Сергей Иванов. 
Туристсем ытларах та ытларах кемпингсемпе глембингсене суйланине кура предпринимательсем хăйсен объекчӗсене хушма инвестицисем 464,8 миллион тенкӗ хывнă. Çак сферăра инвестицисен пӗтӗмӗшле калăпăшӗ паяна 2 миллиард тенкӗпе танлашнă. 

Кӳршӗпе туслă пулмалла

Сергей Иванов туризм отраслӗн аталанăвӗ тӳреммӗнех ытти регионсемпе тачă çыхăнса ӗçленинчен килнине палăртрӗ. Пӗлтӗр акă Атăл тăрăх Хусан — Шупашкар — Хусан тата Хусан — Ульяновск — Хусан маршрутсене уçни пысăк пӗлтерӗшлӗ. Пӗлтӗр вӗсем экспериментлă шайра пулчӗç, кăçал пуçӗпех хута каймалла. 2023 çулта «Великий Волжский путь» регионсен хушшинчи маршрута наци туризмӗн маршручӗ статус пани Тутарстан, Чăваш Ен тата Марий Эл республикисен çыхăнăвне çирӗплетме май парӗ. 

«Уйрăммăн Чăваш Енри ӗçтешсене тав тăвас килет, регионсен хушшинчи юханшыв çулне вӗсем пуçласа йӗркелерӗç. Марий Элăн спортпа туризм министрне Лидия Батюковăна, „Бюро путешествий Казань“ туроператор директорне Елена Илькуна, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн çумне Дмитрий Краснова та пысăк тав», — терӗ комитет пуçлăхӗ регионсемпе хутшăнусен пӗлтерӗшне палăртса. 
Сергей Иванов шучӗпе, М-12 Восток автотрассăна хута яни, Лайăш районӗнче кӗçех «Казань марина» туризм территорийӗ йӗркеленсе каясси те туризм отрасльне самай çӗкленме пулăшӗ.

Тӗнче шайне тухмалла

Малашнехи планра Тутарстанăн туризм потенциалне Раççейре кăна мар, тӗнче шайне кăларасси. Çак тӗллевпе патшалăх комитечӗ Раççейре туризмпа иртекен пысăк куравсене хутшăнать, Тутарстан çинчен 4 тревэл-кăларăм, 7 реклама кампанийӗ хатӗрленӗ.

Шкултанах професси илсе тухаççӗ

Кадрсен хатӗрленӗвӗ пирки Рестораторсемпе отельерсен ассоциацийӗн правленийӗн председателӗ Зуфар Гаязов хăйсен опычӗпе паллаштарчӗ. Вӗсем çак проблемăна татса парас тӗллевпе вăтам шкулсемпе ӗçлеме йышăннă. Паллă ӗнтӗ, шкултан вӗренсе тухакансене пуринчен ытла мӗнле професси суйласа илесси хумхантарать. Тăххăр пӗтернисенчен ытларахăшӗ тӗрлӗ колледжсемпе училищӗсене суйлать, вун пӗрмӗш хыççăн та пурте аслă шкула каймаççӗ. Çакна шута илсе ассоциаци ачасене ресторансемпе хăна çурчӗсен сферипе интереслентерме шутланă. 

«Туризм чи хăвăрт аталанса пыракан экономика отраслӗ пулнине шута илсен, кадрсен хатӗрленӗвӗ ӗлкӗрсе пыраймасть. Вӗренӳ заведенийӗсенчен тухакансен йышӗ çитсе пымасть. Уйрăмах официантсем çителӗксӗр. Вăл кадрсем тăтăш улшăнса тăнипе те çыхăннă. Ыйтăва татса парас тӗллевпе патшалăх комитетне эпир хамăр сӗнӳпе тухрăмăр. Çапла официантсене хатӗрлес пилотлă проекта — хăналăх урокӗсене (уроки гостеприимства) Хусанти Советски районӗнчен пуçларăмăр. Вӗрентӗве „Бариста“ кафе специалисчӗсем илсе пыма килӗшрӗç. Пӗтӗмпе виçӗ шкулта йӗркелерӗмӗр уроксене, тӳлевсӗр. Çапла шкул столовăйӗнче атьсем официант ӗçӗпе чи çӳллӗ шайра паллашма пултарчӗç. Вӗренӳ çулӗ вӗçленсен, юлашки шăнкăравра эпир вӗсене специализаци илнине çирӗплетекен сертификатсем патăмăр. Ку паллах, вӗсене хавхалантарчӗ питӗ. Тата вӗсен тӳрех ӗçе вырнаçма май та пулчӗ», — ырă опытпа паллаштарчӗ Зуфар Гаязов. 

Ун сăмахӗпе, çак проектпа районсем те интересленсе кайнă. Нумай пулмасть Тюлячи район пуçлăхӗ шăнкăравласа хăйсем патӗнче те хăналăх урокӗсене ирттерме ыйтнă. Сăмах май, шăп çак районта тутарсен паллă кулинарӗ Юнус Ахметзянов çуралса ӳснӗ. 

Чи кирли — пахалăх

Коллеги ӗçне Лейла Фазлеева пӗтӗмлетрӗ. ТР Вице-премьерӗ пӗрремӗш задачăсен шутне Хусанпа Тутарстанăн туризм илӗртӳлӗхне ӳстерессине тата хăнасен республикăра тăрас вăхăтне тăсассине кӗртрӗ. 

«Тутарстан туризм отраслӗн аталанăвӗпе ертӳçӗ регионсен шутӗнче. Туристсен йышне ӳстересси — пирӗн тӗп задача. Ун валли паха продукци кирлӗ. Вăл та пур пирӗн, анчах пурпӗрех апатлантару объекчӗсемпе хăна çурчӗсен, экскурсоводсен ӗçне тата çӳллӗрех шая çӗклемелле. Çынсем пӗрре пулнă хыççăн тепре килесси шăпах çак япаласенчен килет. Ведомствăсен хушшинчи ӗçе те лайăхлатмалла», — терӗ Лейла Фазлеева. Вице-премьер палăртнă тăрăх, 2024 çул Тутарстан тӗнче шайӗнчи мероприятисене йышăннă май туризм отраслӗн пӗлтерӗшӗ тата та ӳсет, апла пулсан — яваплăх та. 

В. Васильев («Татар-информ» ИА) 
сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: туризм