Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУТАРСТАНРА ӖÇ УКÇИ ӲСРӖ...

Январӗн 1-мӗшӗнчен чи пӗчӗк ӗç укçин виçи 11280 тенке çитрӗ. Енчен те ертӳçӗ çӳлерех асăннă закона пурнăçламасть-тӗк, ӗç çыннин Патшалăх ӗç инспекцине, суда, прокуратурăна пӗлтерме ирӗк пур.

 2018 çулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче тухнă 481№ Федераллă законпа килӗшӳллӗн, январӗн 1-мӗшӗнчен чи пӗчӗк ӗç укçин виçи 11280 тенке çитрӗ. Пӗр уйăхра пăхăннă ӗç кунне ӗçлесе нормăна тултарнă ӗç çыннин пӗр уйăхри ӗç укçи (çав шутра хавхалантаракан тата компенсаци тӳлевӗсем те) çак суммăран пӗчӗк пулмалла мар.

Кун енӗпе Ӗç законодательствине ертӳçӗ пăсать-тӗк, ăна РФ административлă правăна пăсни çинчен кодексӗн 5.27 статйипе явап тыттараççӗ. Енчен те ертӳçӗ çӳлерех асăннă закона пурнăçламасть-тӗк, ӗç çыннин Патшалăх ӗç инспекцине, суда, прокуратурăна пӗлтерме ирӗк пур. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество