Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра çамрăк ăстасем ăмăртаççӗ

Ноябрь уйăхӗнче Тутарстанра WorldSkills чемпионатăн регионти тапхăрӗ пуçланать. Çӗнтерӳçӗсем Раççей чемпионатне хутшăнаççӗ, чи пултаруллисене Раççей сборнăйне илеççӗ.

Ноябрь уйăхӗнче Тутарстанра WorldSkills чемпионатăн регионри тапхăрӗ пуçланать. Республикăра вăл 8 вырăнта виçӗ тапхăрпа иртет. Регион чемпионачӗ Хусанта «Казань Экспо» курав центрӗнче пулӗ. Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Премьер-министрӗн çумӗ, вӗрентӳпе наука министрӗ Рафис Бурганов пӗлтерчӗ. «Ку чемпионат республикăра иртнисенчен чи пысăкки пулӗ, ăмăртусем 136 компетенципе иртӗç. Ӗç профессийӗсем те çӳллӗ технологиллӗ, пысăк интеллектуаллă пулса пыраççӗ. Токаре те паян теорипе практикăри пысăк пултарулăх кирлӗ», – терӗ министр. Регион чемпионатӗнче çӗнтернисем май уйăхӗнче Раççей чемпионатне хутшăнӗç, çавăнта тӗнче чемпионатне хутшăнма Раççей сборнăйӗ калăпланӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество