Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ятарлă çар операцине хутшăннисене пулăшупа тивӗçтерес тӗллевпе «Забота о своих» республика программи хута кайрӗ

Вăл республика Конституцийӗн кунӗнче – ноябрӗн 6-мӗшӗнче, хута кайрӗ. Ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вӗсен çемйисене пулăшу парасси пӗр евӗр мар, ăна ăнланмалла, пулăшу пакечӗ мобилизациленни ку е вăл категорие кӗнинчен килет.

Паянхи кун мобилизациленнисене тата вӗсен çемйисене адреслă  пулăшу парас енӗпе власть органӗсен ӗçӗ питӗ лайăх йӗркеленнӗ. Вӗсене пӗр çӗре пуçтарса системăлас тӗллевпе Тутарстанра «Забота о своих» республика программине йышăннă, вăл республика Конституцийӗн кунӗнче – ноябрӗн 6-мӗшӗнче, хута кайрӗ. Ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вӗсен çемйисене пулăшу парасси пӗр евӗр мар, ăна ăнланмалла, пулăшу пакечӗ мобилизациленни ку е вăл категорие кӗнинчен килет. Тӗслӗхрен ятарлă çар операцие хутшăннăскер çар çынни пулма пултарать. Вӗсене тӗрлӗ пулăшу парассипе РФ Оборона министерстви хăй ӗçлет. Кун пирки Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе тӗрлӗ социаллă пулăшусăр пуçне кӗске вăхăта отпуска килнисене, аманса таврăннисене психологилле, медицина тата реабилитаци енӗпе пулăшу параççӗ. «Ку çав тери анлă тема, çавăнпа медицина пулăшăвӗпе тата реабилитаципе çыхăннă ыйтусемпе уйрăм брифинг пулӗ», – терӗ ТР вице-премьерӗ.

Хальхинче калаçу «Забота о своих» программăна кӗнӗ тӗрлӗ енлӗ социаллă пулăшупа, пособисемпе тӳлевсем, çапăçăва хутшăннисен  ветеран удостоверенине парасси пирки пулчӗ.

Брифинга хутшăннисен шутӗнче РФ Пенсипе социаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин, ТР ӗçпе  ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова, ТР Çар комиссариачӗн граждансемпе ӗçлес енӗпе пуçлăхӗ Сергей Котин, ТР Çын прависемпе уполномоченнăйӗ Сария Сабурская, Çӳлту район пуçлăхӗ Равиль Хисамутдинов (ВКС майӗпе), Çӗпрел район пуçлăхӗ Марат Гафаров (ВКС майӗпе), «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Гузель Удачина, «Ярдэм янэшэ» республика юхăмӗн ертӳçи Ринат Фазылов пулчӗç.

Удостоверени илес тесен

Лейла Фазлеева пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра адреслă пулăшу парас енӗпе ятарласа «Забота о своих» республика программи тата Телеграмра @Svoi_tatarstan_bot  чат-бот хута кайнă. Вăл ятарлă çар операцине хутшăннисемпе вӗсен çемйисене тивӗçекен пулăшăва йӗркелесе пыма май парать. Программа пурнăçланăвне системăласа пыма ятарласа унăн информацилле ресурсне те хута яраççӗ. Çак ресурсра кашни категорие кӗрекен енӗпе пулăшу мерине ăçтан, камран илмеллине, ун валли мӗнле документсем пуçтармаллине тата ытти ыйту енӗпе кирлӗ информаци йăлтах пулӗ.

Унсăр пуçне «Забота о своих» ресурс пулăшу илекенсемпе тӳрӗ çыхăну йӗркелеме те май парать. Ку пулăшу илнӗ чух мӗнлерех чăрмавсемпе тӗл пулма тивнине пӗлсе тăма, малашне вӗсене татса пама кирлӗ.

Сергей Котин çапăçăва хутшăннисен ветеран удостоверенине илес йӗркепе туллин паллаштарчӗ. Ун сăмахӗпе, удостоверение парассине Оборона министерствин ятарлă комиссийӗ пăхса тухать. Çапăçура аманса çарпа медицина организацийӗсенче сипленекенсене удостоверение вӗсенчен чи çывăх вырнаçнă комисси  йышăнăвӗпе спиленекен çӗре пырса параççӗ. Ăна çын хăй е унăн шаннă çынни РФ закон йӗркипе хатӗрленӗ доверенность тăрăх илме пултарать. Удостоверение кадр органӗн ертӳçин йышăнăвӗпе служба иртекен çӗре те пырса параяççӗ. «Удостоверение илмешкӗн заявитель çар учетне тăнă çар комиссариатне кирлӗ документсем пырса памалла. Енчен те мӗнпур документсем çук пулсан çар комиссариачӗн специалисчӗсем заявлени илнӗ хыççăн 10 кун хушшинче ун пирки заявителе пӗлтерсе архива, çар чаçне документсене шыраттарма  хăйсемех ыйтса яраççӗ, – терӗ Сергей Котин. – Документсемпе пӗрле çапăçусене хутшăннине, харпăр тытăма кӗнине çирӗплетекен приказсем, çар билечӗ, командировка удостоверенийӗсем пулмалла».

Сергей Котин сăмахӗпе, паяна Тутарстанра мобилизациленнисенчен ытларах пайӗ çапăçусене хутшăннисен ветеран удостоверенине илнӗ.  

Ӗçсӗр хăвармаççӗ

Эльмира Зарипова хăй ертсе пыракан ведомство шайӗнчи пулăшу мелӗсемпе паллаштарчӗ. Чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутӗнче СВОна хутшăннисене ӗç вырăнӗпе тивӗçтересси. Министр сăмахӗпе, хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗнчен таврăннисенчен 22-шӗ урăх специальноçа вӗренеççӗ, 16-шне çӗнӗ çӗре вырнаçтарнă. «Ӗç вырăнӗпе йывăрлăхсем çук. Вакансисен банкӗнче ӗç енӗпе 45 пин тӗрлӗ сӗнӳ пур. Унпа СВОна хутшăннисем тата вӗсен çемйинчи çынсем усă курма пултараççӗ», – терӗ Эльмира Зарипова. Федераци тата регион шайӗнчи пулăшăва ятарлă çар операцине хутшăннисем çапăçăва хутшăннисен ветеран удостоверенийӗпе илме пултараççӗ.

Мӗн кӗрет-ха пулăшу мерисен шутне? Тутарстанра йӗркеленнӗ «Тимер» тата «Алга» батальонра тăракансене пӗр хутчен 360 пин тенкӗ парăнать (батальонра тăнине çирӗплетекен справка тăрăх). Тӗрлӗ çапăçăва хутшăннисене ÇКХ услугисемшӗн тӳлевӗн 50 процентне кăна тӳлеме май туса панă (ăна илес тесен вырăнти Материаллă пулăшу центрӗн республикăри уйрăмне каймалла е Раççей Федерацийӗн, е ТР патшалăх тата муниципаллă пулăшăвӗсен порталне кӗмелле). СВОна мобилизаципе е хăй ирӗкӗпе хутшăннин çул çитмен ачисене кашнине пӗр хутчен 20 пин тенкӗ парăнать. Тин çуралнă ачана кирлӗ япаласен комплекчӗпе тивӗçтереççӗ. Киле газ кӗртме тăкаксене саплаштарма 100 пин тенкӗ таран субсиди параççӗ.

2023 çулхи августăн 31-мӗшӗ хыççăн тата декабрӗн 31-мӗшӗнчен каярах мар контракт çырса СВОна каякансене пӗр хутчен 305 пин тенкӗ тӳленет.

Министр пӗлтернӗ тăрăх, çак тӳлеве Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви заявленисӗрех, ТР Çар комиссариатӗнчен килнӗ список тăрăх парать.

Социаллă пулăшусăр пуçне тӗрлӗ социаллă услугăсем илме май пур. «Идель» реабилитаци центрӗн никӗсӗнче ятарласа СВОна хутшăннисем валли реабилитаци уйрăмне йӗркеленӗ. Сипленӳ курсӗ 3 уйăхран тăрать, ăна çулталăкне икӗ хутчен иртме юрать. Çапăçуран инвалид пулса таврăннисен тӳлевсӗрех тӗрлӗ социаллă услугăна илме пултараççӗ, çав шутра унăн çемйинчи çынсем те.

СВОна хутшăннин ӗç вырăнӗ те сыхланса юлать, енчен те таврăннă хыççăн мӗнле те пулин сăлтава пула малтанхи вырăнта ӗçлеймесен ăна çак предприятирех урăх должноçа куçарма е пач урăх çӗре ӗçе вырнаçтарма май пур.

Эльмира Зарипова пӗлтернӗ тăрăх, «Забота о своих» программа хӳттинче zabotasvo.tatar сайт ӗçлесе кайнă. Унта тӗрлӗ категорие кӗрекен граждансене мӗнле йышши пулăшу тивӗçни çинчен мӗнпур информаци пур, интереслентерекен пулăшу енӗпе ыйту хăварма та.  

Пособисем çинчен

Эдуард Вафин Пенси фончӗ СВОна хутшăннисене пур енлӗн тӗрев панине палăртрӗ. «Кунта сăмах укçа-тенкӗ е ытти пулăшăва парасси çинчен кăна мар, ку пурнăçăн кирлӗ пайӗ пулсан та. Тимлӗх, моральлӗ тӗрев пани те питӗ кирлӗ. Çынсен çӗршыв вӗсемпе пӗрле пулнине, вӗсен пурнăçлакан миссие хакланине, ăнланнине туймалла. Ун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин каларӗ», – терӗ Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗ.

Çапăçăва хутшăннă ветерансене уйăхсерен 3896 тенкӗ тӳлеççӗ, Республикăра вӗсем пурӗ 2377 çын. РФ Геройӗсем тата ун çемйинчи çынсем уйăхсерен 83 496 тенкӗ илеççӗ. Çар çыннин йывăрланнă мăшăрне (йывăрланнин срокӗ 180 кунран сахал мар пулмалла) уйăхсерен 36 278 тенкӗ тӳленет. Мобилизациленнин виççӗ тултарман ачи пур-тăк ун амăшне е пăхаканне уйăхсерен 15548 тенкӗ пособи парăнать. Ача çуралассине кӗтекен е 17 тултарман ачасемлӗ çемьесене 5 926 тенкӗрен пуçласа 13 329 тенкӗ таран пособи парăнать.

«Асăннă пособисене пурлăхпа укçа-тенкӗ шайне тӗрӗсленӗ хыççăн тата çемьери çынсен ӗçлеме пултараслăхне кура палăртаççӗ» –  терӗ спикер.

Виççӗ тултарман пӗр ачаллă çемьен (ача 2023 çулхи январӗн 1-мӗшӗччен çуралнă пулсан) уйăхсерен 11852 тенкӗ илме пултараççӗ.

Аманнипе, контузи пулнипе е чире пула инвалид пулса юлнисене (СВОна хутшăннисем пирки сăмах) пенси парăнать. Вăл 12 518 тенкӗрен пуçласа 21 459 тенкӗпе танлашма пултарать.

Çапăçура аманса III ушкăн инваличӗ пулса тăнă çар çыннисене уйăхсерен 4 384 тенкӗ компенсаци парăнать. II ушкăнрисене – 10 961,   I ушкăнрисене – 21 922 тенкӗ тивӗçет.

Вагнеровецсене те хӳтте илеççӗ

Нумайăшне паян харпăр çар компанийӗсенче (ЧВК) тăнисен шăпи интереслентерет, уйрăмах «Вагнер» тытăмне кӗнисен. «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Гузель Удачина вӗсене пурне те фонд хӳттине илнине пӗлтерчӗ. «Пирӗн тӗллев çулталăк вӗçленнӗ тӗлне фондăн социаллă координаторӗсен шутне 60-а çитересси. Ку хамăр ума лартнă задачăсене – СВОна хутшăннисене, вӗсен çемйисене пулăшу кӳрессине туллин пурнăçлама май парӗ. Фонд йӗркеленсе кайнăранпа, 5 уйăх хушшинче, пирӗн пата граждансенчен 4145 çыру килчӗ. Ыйтусен ытларах пайӗ СВОна хутшăннăшăн парăнакан тӳлевсемпе çыхăннă, сăмах кунта аманнипе парăнакан тӳлев пирки тата çапăçусене хутшăннисен ветеран удостоверенине илессипе. Ку енӗпе ытларах «Вагнер» тытăмра тăнисем килеççӗ. Эпир вӗсене эрне каялла хамăр хӳтте илсе кирлӗ документсене пуçтарма пулăшатпăр. Вӗсене пурне те Оборона министерствине çитеретпӗр, удостоверенисене хамăрах алăран тыттарăпăр», – терӗ Гузель Удачина. Унсăр пуçне фонд психологилле, медицина тата юридици пулăшăвне парассипе те ӗçлет.

Хыпарсăр çухалнисен тӳлевне çемье илсе тăма тивӗç

ТР Çын прависемпе уполномоченнăйӗ Сария Сабурская та граждансем вӗсем патне те çак ыйтусемпех килнине пӗлтерчӗ. «Аманнăшăн парăнакан тӳлевсемпе нумай проблема пулнине кура эпир ку ыйтăва Оборона министерстви шайне çитертӗмӗр. Маларах тӳлев илмешкӗн çар службинче тăракансен рапорт çырса медицина учрежденийӗнчен кирлӗ документсем илмеллеччӗ, унтан командир патне обращенипе пымаллаччӗ. Çарти лару-тăрăва пула документсем хăш чух çухалаççӗ, вăхăтра çитмеççӗ, паллах, тӳлев те çухалма е самай кайран çитме пултарать. Халӗ тӳрлетӳсем кӗртнӗ хыççăн аманса суранланнишӗн тӳлеве заявка памасăрах илме пулать. Ку, паллах, пысăк çăмăллăх», – терӗ Сария Сабурская.

СВОна хутшăннисем хыпарсăр çухалнипе те уполномоченнăй патне нумай çын килет иккен. Сария Сабурская пӗлтернӗ тăрăх, ку енӗпе «Красный крест» организаципе, Оборона министерствипе тачă çыхăнса ӗçлеççӗ. «Тыткăна лекнисене списокне РФ Çын прависемпе уполномоченнăйне пухса паратпăр, малашне вӗсене ылмаштарас тӗллевпе. Пирӗн запроса йышăннине пӗлтерсен эпир муниципаллă районсен пуçлăхӗсем, ӗçтăвкомсен ертӳçисем патне тухатпăр. Вӗсем тыткăна лекнин çемйине адреслă пулăшу паччăр тесе. Йышăннă правилăсем тăрăх, çар çынни тупăниччен ăна тивӗçекен тӳлевсене ун çемйинчи çынсем илсе тăмалла», – терӗ Сария Сабурская.

Хамăрăннисене пăрахмастпăр!

Районсенчи лару-тăрупа Çӗпрел тата Çӳлту районӗсен пуçлăхӗсем Марат Гафаровпа Равиль Хисамутдинов паллаштарчӗç.

Çӳлту район пуçлăхӗн сăмахӗпе, çар çыннисен 205 ачи пулăшу майӗсемпе усă курса 10-шар пин тенкӗ илнӗ. СВОна хутшăннисен 17 ачине ача садне черетсӗр вырнаçтарнă. 57 çемьене ача сачӗшӗн тӳлеврен хăтарнă. 1-11 класра вӗренекенсем шкулта кунне икӗ хутчен тӳлевсӗр апатланаççӗ. Ку майпа 84 ача усă курать. Тӗрлӗ кружоксемпе секцисене те вӗсем тӳлевсӗр çӳреççӗ. «СВОна хутшăннисен ачисем тӳлевсӗр цирка, театрсене тата ытти кану мероприятийӗсене çӳреме пултараççӗ», – терӗ Равиль Хисамутдинов. Район пуçлăхӗн сăмахӗпе, мобилизаци пуçланнăранпа волонтерсемпе спонсорсем 59 миллион тенкӗлӗх, район халăхӗ 225 тонна гуманитари пулăшăвне пуçтарса панă. Çав шутра Лисичанск, Волноваха, Мариуполь, Херсон çыннисене те.

   Çӗпрел район пуçлăхӗ çапăçусем пыракан территорисенчи, СВОна хутшăннисен лару-тăрăвне хыпар тăрăх кăна мар пӗлсе тăрать. Вăл хăй гуманитари пулăшăвне леçме темиçе хутчен кайса килчӗ. Çавăнпа унти нушана лайăх пӗлет. Тен çавăнпа Çӗпрелӗнче гуманитари пулăшăвне пуçтарасси питӗ те вăйлă аталанса пырать.

СВОна хутшăннисен, мобилизациленнисен çемйисене те тимлӗхре тытаççӗ. Вӗсен кулленхи кунри ыйтăвӗсене администраци вăйӗпе татса пама тăрăшаççӗ. «Паяна Çӗпрел районӗн 105 çынни мобилизаципе, тепӗр 118 çынни РФ Оборона министерствипе контракт çырса СВОна хутшăннă. Уйрăм тимлӗхе 250 çемьене илнӗ. Вӗсенче пурӗ 125 ача ӳсет. Чи малтан эпир мобилизациленнисен килӗсем тăрăх çӳресе вӗсен мӗнле йывăрлăхсем пуррине палăртрăмăр. Вӗсем кил-тӗрӗшпе çыхăннă ӗнтӗ. Хăшне-тӗр вутă кирлӗ, теприн çуртне юсаттармалла, шыв е газ кӗртмелле, виççӗмӗшсене тырă тавраш кирлӗ. Ку ыйтусене пурне те татса панă, ӗç малаллах пырать, çуралакан ыйтусене пурнăçласах пырăпăр», – терӗ Марат Гафаров. 

СВОна хутшăннисен ачисене кунта та черетсӗр ача садне вырнаçтараççӗ, тӳлеврен те хăтараççӗ, шкулта тӳлевсӗр çитереççӗ. «Благодарение» фонд шутӗнчен ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисене пӗр хутчен пурӗ 1 375 000 тенкӗлӗх пулăшу кӳнӗ. Укçа пуçтарнă çӗре предприятисемпе организацисен ертӳçисем, район çыннисем хутшăннă.

Гуманитарлă пулăшу пуçтарассипе района кӗрекен ял хутлăхӗсем те хастар: маскировка сечӗсем çыхаççӗ, окоп çуртисем тăваççӗ, медикаментсем пуçтараççӗ, ăшă чăлха-нуски çыхаççӗ тата ытти те. Пулăшу акцийӗсене предприятисемпе организацисем те хастар хутшăнаççӗ. Уйрăммăн район пуçлăхӗ «Цильна» хуçалăх ертӳçине Барис Гафурова, хресченпе фермер хуçалăхӗсен ертӳçисене Равиль Бикчуровпа Эльмир Махмутова, «Исток» кооператив учредительне Айрат Усманова тата ыттисене асăнчӗ.

Юлашкинчен Марат Гафаров ятарлă çар операцине хутшăннисемпе тăтăш çыхăнура тăнине, кӗске отпуска килсен вӗсемпе тӗлпулусем ирттернине пӗлтерсе: «Эпир хамăрăннисене пăрахмастпăр, вӗсемпе пуринпе те çыхăнура. Çӗнтерӳ пулатех!» – терӗ кӗскен.   

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество