Тутарстанра ку эрнере карантин пӗтет
Телее, ку мур та иртсе каять иккен-ха. Малашне асăрхануллăрах пулăпăр.
ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов паян журналистсемпе тӗл пулсан ку эрнере республикăра кайăк-кӗшӗк грипӗн карантинне пӗтерессине пӗлтернӗ. Июлӗн 25-мӗшӗнченпе республикăра вирус урăх пӗрре те палăрманнипе çыхăннă иккен ку.
Аса илтеретпӗр, кăçал 6 районти 24 хуçалăхра кайăк-кӗшӗк грипӗпе килти чăх-чӗп вилнӗччӗ. Чир ăшă енне вӗçсе каякан вӗçен кайăксенчен мар, Чăваш Енрен сутма кӳнӗ чӗпсенчен ернине пӗлтернӗччӗ специалистсем. Телее, ку мур та иртсе каять иккен-ха. Çапах та ветеринарсем халăха ӳлӗмрен чăх-чӗпе Тутарстанри пурăнакан, чӗпсем кăларассипе нумай çул ӗçлекен предпринимательсенчен кăна туянма сӗнеççӗ. Мӗншӗн тесен вӗсен хуçалăхӗсене ветеринари служби тăтăшах тӗрӗслесе тăрать. (Т. Маркова сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев