Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра шăшисем ӗрченӗ

Россельхозцентрăн республикăри филиалӗ кӗрхи тырă тата нумай çул ӳсекен курăк калчисен тухăçлăхне хакланă, 10,4 пин гектар ялхуçалăх территорийӗсене тӗрӗсленӗ, тӗрӗслев хыççăн кăшлакан чӗрчунсем 5,6 пин гектарта (пăхса тухнă çӗрӗн 53,8 процентӗнче) нумайланнине палăртнă.

«Республикăра хӗл ăшă пулнăран ял хуçалăх çӗрӗсенче шăшисем вăрах ӗрчени палăрать. Пӗлтӗрхипе кăçалхи тӗрӗслевӗн кăтартăвӗсене танлаштарсан хирте кăшлакан чӗрчунсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ», – каланă Россельхозцентрăн республикăри филиалӗн ертӳçин çумӗ Гузель Хусаинова.

Организаци пӗлтернӗ тăрăх, кӗрхи культура ӳсекен уй-хирсенче вăтамран пӗр гектарта 10,3 шăши пурăнать. Чи пысăк кăтарту – 48 шăши. Вӗсене Чистай районӗнче кӗрхи тулă ӳсекен уйра асăрханă. Нумай çул ӳсекен курăксем çитӗнекен хирте пӗр гектарта вăтамран 18,7 шăши пурăнать. Анчах Чистай районӗнчи люцерн ӳсекен уйра ку цифра 82 танлашнă. Кӗрхи культурăллă уй-хирте гектар пуçне 30 ытла шăши шăтăкӗ тата нумай çул ӳсекен курăклă уй-хирте 70 ытла шăтăк пулсан шăшисем тухăçа сиен кӳме пултараççӗ.

Гузель Хусанинова палăртнă тăрăх, вӗри шывпа пӗçернӗ тырă çине Изоцин хушса пани шăшисене пӗтерме пулăшать. Препарат тухăçлăхӗ – 90 процент тата ытларах. Шăшисемпе тата мӗнле кӗрешмелле?

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство урожай вредители мыши