Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра шкул ачисене беспилотниксемпе ӗçлеме вӗрентеççӗ

Республикăри 19 вӗрентӳ шкулӗнче шкул ачисене беспилотниксем пуçтарма, вӗсемпе ӗçлеме вӗрентӗç.Çитес вăхăтра учительсене вӗрентме пуçлаççӗ. Кун çинчен ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин Регион управленийӗн центрӗн тӳрӗ эфирӗнче пӗлтернӗ.

Ку ӗçе Тутарстанри 18 шкулта тата Лайăшри техникăпа экономика техникумӗнче йӗркелӗç.«Пӗлетӗр мӗнле лару-тăру халь. Пирӗн атьсем кăна шкултанах пӗлмелле. Унран хăрамалли çук. Çитес вăхăтра технологи учителӗсене вӗрентме тытăнатпăр.Техника заданине хатӗрленӗ эпир. Ку енӗпе аукцион пуçларăмăр. Шкулсене 301,3 миллион тенкӗлӗх оборудованисемпе тивӗçтерӗпӗр», — тенӗ министр ачасене беспилотниксемпе ӗçлеме вӗрентнинчен хăрамаллине çуккине палăртса.

«Пилотсăр авиаци системи» наци проекчӗпе республикăри вӗрентӳ учрежденийӗсене федераллă бюджетран – 244,2, регион бюджетӗнчен 57,2 миллионшар тенкӗ укçа уйăрассине пӗлтерт РБК Татарстан сайт. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество