Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра сӑвӑрсен хисепне шута илме пуҫлаҫҫӗ

Тутарстан республикин биоресурс Госкомитечӗ республикӑра хир сӑвӑрӗсен хисепне шута илесси пуҫланни ҫинчен пӗлтерет. Вӑл июнӗн 23 - мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Специалистсем вӗсен йышне сӑвӑрсем пурӑнакан вырӑнсенче шутлӗҫ. Малтан ӗҫлекенсем карта ҫинче чӗрчунсем пурӑнакан вырӑнсен чиккине палӑртӗҫ, ун хыҫҫӑн пысӑк тата пӗчӗк сӑвӑрсене шута илӗҫ.

Тӗслӗхрен, пӗлтӗр ирттернӗ учет кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑри сӑвӑрсен шучӗ - 18 225. Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, чӗрчунсен йышӗ 14% ӳснӗ. ТР биоресурс Госкомитечӗ сӑвӑрсен шутне ӳстерес тӗллевпе мерӑсем йышӑнать.

Сӑвӑрсем ытларах республикӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче пурӑнаҫҫӗ. Ҫак чӗрчунсен чи пысӑк колонийӗсем Лениногорск, Павлӑ тата Ютазински районӗсенче вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех Пӑва районӗнче те колонисем пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев