Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра терактсем тума хатӗрленнӗ çынна тытса чарнă

Хусанта пурăнакан 30-ти арçын Тутарстанра Танк училищин территорийӗнчи çар техникине, чугун çулсене сирпӗтме тата вут чӗртме хатӗрленнӗ. Телее, мӗн шутлани пурнăçланман. Арçынна Федерацин хăрушсăрлăх служби тытса чарнă.

Вăл Раççей территорийӗнче юраман «Легион „Свобода России“» терористсен организацийӗнче тăнине хыпарлать Shot Telegram-канал. Тӗрӗслев вăхăтӗнче килӗнче сирпӗтмелли устройство хатӗрлемелли компонентсем: çичшер детонаторпа трансформатор, икӗ сехет механизмӗ, виçӗ килограмм аммиак селитри, механикăллă таймер-замыкатель, пилӗк мобильлӗ телефон, квадрокоптер, çӳлтен пăрахмалли 10 система, ун валли 8 хушма аккумулятор тупнă.

Телефонӗнчен курăннă тăрăх, терористсен организацийӗн пайташӗсемпе вӗçӗмсӗр çыхăнура пулнă вăл. Допрос вăхăтӗнче арçын чăнах та Хусанти танк училищинчи çар техникине тата регионти чугун çулсене сирпӗтме хатӗрленнине каланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия