Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри 1 411 шкулта кăçал пӗтӗмпе 467 609 ача вӗренӗ

Тутарстанри 1 411 шкулта кăçал пӗтӗмпе 467 609 ача вӗренӗ, вӗсенчен 55 219-шӗ пӗрремӗш хут партта хушшине ларчӗ. Хальхи вăхăтра тепӗр 8 çӗнӗ шкулăн строительстви вӗçленсе пырать. Çаплах çулталăк пӗтиччен чи пӗчӗккисем валли 17 çӗнӗ ача сачӗ те уçăлмалла.

Коронавирус инфекцийӗ пынине пăхмасăр сентябрӗн 1-мӗшӗнче республикăри мӗнпур шкулта, çав шутра Хусанти çӗнӗрен юсаса çӗнетнӗ 175-мӗш гимназире те, Пӗлӳ кунӗ иртрӗ. Шел, йӗс шăнкăрав янравне хальхинче ку гимназин 7 ачипе 2 вӗрентекенӗ илтеймерӗ. Май уйăхӗн 11-мӗшӗнчи трагедире вӗсен пурнăçӗ гимназире вăхăтсăр татăлчӗ. Çав хăрушă пулăма нимӗн те аса ан илтертӗр тесе гимнази çуртне палламалла мар улăштарма шантарнăччӗ ТР Президенчӗ. Чăнах та çапла пулса тухрӗ те, гимнази тата илемлӗрех, хăтлăрах тата хăрушсăртарах халӗ. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче кунта 1054 ача, вӗсенчен 145-шӗ пӗрремӗш класа килнисем, вӗренӗç. Май уйăхӗн хăрушă трагединче шар курнă 4 ача вӗренӗве дистанциллӗ майпа малалла тăсӗ.
Гимназире ӗмӗрлӗхех юлнă 7 ачапа 2 вӗрентекене те манмӗç кунта. Ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем сентябрӗн 1-мӗшӗнче вӗсене асăнса шарсем тӳпенелле вӗçтерчӗç. Вӗсен ячӗпе аллея та пулӗ. Çапах та пурнăç малалла. 175-мӗш гимназин йӗс шăнкăравӗ янăраса ачасене пӗлӳ тӗнчине йыхравлани, унта каллех ача сасси янрани темрен те паха.
Çӗнӗ вӗренӳ çулӗпе сире, çӗршыв, Тутарстан ачисем тата вӗрентекенсем! Ăнăçлă та тухăçлă пултăр çӗнӗ вӗренӳ çулӗ, вӗренекенсене лайăх вӗренме, вӗрентекенсене ывăнмасăр ӗçлеме сунатпăр.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев