Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри 32 яла шыв илме пултарать

ТР Гидрометцентрӗн прогнозӗпе кăçал çуркунне республикăри 13 районти 32 яла шыв илме пултарать. Ку вăл пӗтӗмпе 2,3 пин çын пурăнакан пин ытла çурт.

Çурхи ейӳ вăхăтӗнче Азнакай, Элкел, Арск, Павлă, Балтаси тата ытти районсенчи 10 юханшыв (Казанка, Кубня, Карла, Берсут, Шошма тата ытти те) çырантан тухас хăрушлăх пур тесе пӗлтерет РБК Татарстан ТР МЧСӗн хыпарӗ çине таянса.

Çанталăк тăрук ăшăтса ярсан — 73 (йывăр лару-тăрура — 220) яла шыв илме пултарать. Юр васкамасăр ирӗлсен те кăçал çурхи шывăн шайӗ юлашки çулсенчи вăтам кăтартуран 16 — 77 сантиметр пысăкрах пуласса кӗтмелле. Çурхи ейӳ мӗнле иртесси çанталăкран килет.
Хăш-хăш ялсене шыв илес хăрушлăх пуррине район администрацийӗсене асăрхаттарнă. Вырăнта вӗсен тивӗçлӗ мерăсем йышăнмалла.
Пăва районӗнче ӗнер, апрелӗн 2-мӗшӗнче, Сӗве çырантан тухнипе Кильдуразпа Хăйят ялӗсен çывăхӗнчи кӗпере шыв илнӗ. Юханшывра шыв чакиччен ун тăрăх çуран та, транспортпа та каçма чарнă. Ку ялсене шыв илес хăрушлăх та, халăха эвакуацилеме те сăлтав çук. Ялсене кайма урăх çулсем пур. (Сăнӳкерчӗк Пăва район хаçатӗнчен).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество