Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстансем самоизоляцие каймастпăр-ха

Çирӗп мерăсем кӗртме хальлӗхе сăлтав çук.

Коронавирус инфекцийӗн иккӗмӗш тапхăрӗ пуçланнине кашни кун тӗп телеканалсем хыпарлаççӗ. Тутарстанра та чирлисен шучӗ ӳсет, ӗнер республикри тепӗр 28 çынра COVID-19 тупнă. Юлашки ик-виç кунра 4-5 ытларах ку. Çак лару-тăру сисчӗвлентермест мар, халăх çуркуннехи пек самоизоляцие каясран шикленет. Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçи РТ Марина Патяшина каланă тăрăх, Тутарстанра кун пек çирӗп мера кӗртме хальлӗхе сăлтав çук.«Коронавирус инфекцийӗпе лару-тăру республикăра лăпкă, анчах хӗрӳ»,– терӗ вăл ӗнер журналистсемпе тӗл пулсан. Сывлăхшăн тутарстансем чи малтан хамăр яваплине аса илтерсе пурне те маскăсем тăхăнмаллине асăрхаттарчӗ. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество