Сувар

Уголовнăй шырава 100 çул

Уголовнăй шыравра ӗçлекен е ӗçленӗ мӗнпур ентеше профессилле уявпа саламлатпăр! 

Раççейре Уголовнăй шырав уйрăмӗ йӗркеленнӗренпе паян, октябрӗн 5-мӗшӗнче, 100 çул çитрӗ. Шел те, пирӗн республикăра та, ытти çӗрти пекех, тӗрлӗ шайри преступлени пулмасăр пӗр кун та иртмест. Вӗсене уçса парасси паянхи кун тӗлне 61 процентпа танлашать. Чи йывăр преступленисене (çынна вӗлерни, сывлăха сиен кӳни, çарату, хыпарсăр çухалнă çынсене шырасси, преступниксен ушкăнне тытса чарасси, законсăр çаврăнăшри хӗç-пăшала тупасси...)  шăпах çак  служба тӗпчет. Хальхи вăхăтра республикăри кашни виççӗмӗш преступление уголовнăй шырав ӗçченӗсем уçаççӗ. Ку енӗпе пирӗн йӗрке хуралçисем Федерацин Атăлçи округӗнче чи лайăххисем.

 Калас пулать, уголовнăй шырав ӗçченӗсен ӗçӗ сахал мар. Кăçал кăна 171 çынна вӗлернӗ, 213 çынна мăшкăлланă, 2996 шульăкла ӗç тунă, 312 автотранспорта вăрланă тата ытти тӗслӗхе шута илнӗ, çак преступленисенчен пурне те тенӗ пекех уçса панă.  Çине-çинех преступлени тăвакансене те шăпах çак служба çăварлăхлать. Тӗслӗхрен, Хусансен сехрине хăпартса тăнă маньяк (65 çынна мăшкăлланă Шутов) тинех ирӗкре çӳременни те вӗсен тивӗçех.  

 Хăрушă преступленисен шучӗ республикăра çулран çул чакса пыни вăл вăхăтра профилактика мерисем ирттерни мар, уголовнăй шыравра чăн-чăн профессионалсем ӗçлени те.  Нумай çул хушши ТР ШӖМӗн Уголовнăй шырав  управленийӗн ертӳçинче тăрăшнă, хальхи вăхăтра ТР ЧНКА Ӗçтăвком председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Нурлат чăвашне Владимир Викторович Иванова, уголовнăй шыравра ӗçлекен е ӗçленӗ мӗнпур ентеше профессилле уявпа саламлатпăр.  (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ)ю

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: