Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Украинăн погранслужби пӗлтернӗ тăрăх, Раççейӗн хӗçпăшаллă çарӗсем Белорусси çарӗсем пулăшнипе çӗршыв чиккине атакăланă

Çакă ирхине 5:00 сехетре пулса иртнӗ. Анчах та вӗсене хирӗç тăракан пулман пулмалла, мӗншӗн тесен çак «атака» хыççăн миçе çын вилнине е аманнине ниçта та çырмаççӗ. Апла-тăк пирӗннисем чикӗ урлă пӗр чăрмавсăр каçнă.

Маларах Раççей Оборона министерстви Украинăн çар инфраструктурине юрăхсăра кăларни çинчен пӗлтернӗ. Тӗл перекен хатӗрсемпе ПВО объекчсем, çар инфраструктури, çар аэродромӗсене, Украинăн çар авиацине тӗп тăваççӗ. Граждан халăхӗшӗн хăрушлăх çук тесе палăртаççӗ пирӗннисем.

Унччен маларах Раççей Президенчӗ Владимир Путин Донбассра ятарлă çар операцине ирттересси çинчен пӗлтернӗччӗ. Çӗршыв пуçлăхӗ Раççее хăмсарма пултаракан тулашри вăйсене те асăрхаттарнă, ун сăмахӗсемпе Раççей хуравӗ çийӗнчех пулать.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев