Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Украинӑра депутатсен тытмаюраманлӑхне пӑрахӑҫланӑ

Кӳршӗ ҫӗршывра халӑх суйланчӑкӗсен никамапӑхӑнманлӑхне ҫука кӑларнине нумайӑшӗ чӑн-чӑн демократипе танлаштарать

Пирӗн телевизорсенчи малтанхи каналсенче Украинӑри политика ҫинчен ырми-канми пакӑлтатаҫҫӗ. Анчах та ҫӗнӗ президентлӑ ҫӗршыв политикӑра ҫитӗнӳсем тума тытӑнчӗ ӗнтӗ.

Украина парламенчӗ депутатсен тытмаюраманлӑхӗ (неприкосновенность) ҫинчен калакан саккуна 373 сасӑ парса пӑрахӑҫланӑ. Малалла сак йышӑнӑва президент ырламалла. Ҫапах сак тӗллев Владимир Зеленскин суйлав программинче пулнине шута илсен, нумаях кӗтмелле пулмӗ.

Ҫӗнӗ саккун тӑрӑх, Украина Конституцийӗнчи Рада килӗшӳ памасӑр депутатсене уголовлӑ яваплӑх тыттарма е арестлеме юраманнине пӑрахӑҫлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ влаҫӑн веҫех ӑнсан, саккун 2020 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗмелле

"Вести-Украина" телеканал тата "Фейсбукри" В.Зеленский страницинчи сӑнӳкерчӗксем 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Политика