Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УЛЬЯНОВСК ЧĂВАШӖСЕН ÇӖНӖ ЕРТӲÇӖ

Владимир Петровича УО ЧНКА председательне суйланă ятпа саламлас тӗллевпе унпа телефонпа çыхăнтăмăр. Калаçу пуçламăшӗнчех çӗнӗ должноçа вăл мӗнпур яваплăхпа йышăнни палăрчӗ. 

Наци пӗрлешӗвне ертсе пыма Владимир Бабайкина шанчӗç

 

Апрелӗн 28-мӗшӗнче Ульяновск хулинче облаçри Чăваш наципе культура автономийӗн черетсӗр отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. 

Ку таранччен Ульяновск облаçӗнчи чăвашсене Олег Мустаев ертсе пычӗ. Лидерӗ хӗрӳ те кăвар чӗреллӗ пулнăран-и УО ЧНКА ытти регионсенчи наци пӗрлешӗвӗсем хушшинче уйрăмах палăрса тăратчӗ. Шел, Олег Николаевич пурнăçран питӗ ир уйрăлса кайрӗ. Паллах, ун хыççăн ертӳçӗ пулма çăмăл мар. Çӗнӗ пуçлăха малтанхи вăхăтра Мустаевпа танлаштарасси те паллă. Анчах иртни çине пăхса ларнипе ӗç тухмӗ, малаллах утмалла. Кашни кун çӗнӗ задачăсем, ӗçсем кăларса тăратать. Ун валли пӗрлешӗвӗн çӗнӗ лидерӗ кирлӗ.  

 

Çапла апрелӗн 28-мӗшӗнче Ульяновск облаçӗн чăвашӗсем тинех хăйсен суйлавне турӗç – наци пӗрлешӗвӗн çӗнӗ ертӳçине Владимир Бабайкина суйларӗç. Конференцире пурӗ икӗ кандидатурăна пăхса тухнă. П.К.Столяровшăн 19 çын сасă панă пулсан, В.П.Бабайкиншăн 28 çын сасăланă. 

Владимир Петровичшăн ку должность çӗнӗлӗх мар. Обществăлла ӗçе вăл Пăвара ӗçлесе пурăннă чухнех кӳлӗннӗ. Каласа хăвармалла: вăл Пăва районӗнчи Альших ялӗнче 1971 çулхи сентябрӗн 24-мӗшӗнче çуралнă. Шкул пӗтерсен Теччӗри педучилищӗре физкультура уйрăмӗнче вӗреннӗ. Ытти çамрăксем пекех салтака кайса килнӗ. Таврăнсан Пăвари пӗр шкулта физкультура учителӗнче ӗçленӗ. Ӗçӗ журналистикăпа çыхăннă вăхăтсем те пулнă унăн: «Буа дулкыннары» телерадиокомпани директорӗнче тăрăшнă, «Госкино» патшалăх учрежденийӗн директорӗнче те ӗçленӗ. Тӗрлӗ вăхăтсенче куçăмсăр майпа Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх академине тата Хусанти патшалăх аграри университетне пӗтернӗ.  

2003 – 2010 çулсенче Владимир Петрович Пăвари Чăваш наципе культура центрне йӗркелесе ертсе пычӗ. Унсăр пуçне район администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗнче ӗçлерӗ. Ульяновск хулине пурăнма куçсан Владимир Бабайкин Засвияжск районӗн пуçлăхӗн çумӗнче нумай çулсем хушши тăрăшрӗ. Пур çӗрте те вăл хăйне пултăклă та опытлă ертӳçӗ пек кăтартнă. Хальхи вăхăтра вăл строительство сферинче ӗçлекен «Сувар+» тулли мар яваплăхлă холдингăн директорӗнче вăй хурать. Анчах ăçта ӗçлесен те чăвашлăхшăн тăрăшма пӗрре те пăрахман. Ульяновска куçсанах Мустаев командин пайташӗ пулса пур ӗçе те хутшăннă. 

Владимир Петровича УО ЧНКА председательне суйланă ятпа саламлас тӗллевпе унпа телефонпа çыхăнтăмăр. Калаçу пуçламăшӗнчех çӗнӗ должноçа вăл мӗнпур яваплăхпа йышăнни палăрчӗ. 

«Чăвашсен пӗрлӗхне ертсе пырасси вăл – должность йăтса çӳресси мар вӗт. Ăна ӗçпе кăтартмалла. Ӗçӗсем вара нумай. Олег Мустаев чухне йышăннă çулталăк планне, вăл пуçланă ӗçсене пурнăçа кӗртмелле», – терӗ сăпайлăн.  

Çӗнӗ ертӳçӗн лăпкăн ларма вăхăт çук. Акă çывăх вăхăтра, майăн 21-мӗшӗнче, кунта чăваш алфавитне халалланă палăка уçмалла. Çак кунах облаçри Акатуя ирттересшӗн. Икӗ пулăмӗ те анлă, яваплă. Халӗ хӗрсех çак мероприятисене хатӗрленнине пӗлтерчӗ Владимир Бабайкин. Эпир вара хамăрăн ентешӗмӗре ӗçре ăнăçу, пысăк çитӗнӳсем тата тухăçлă ӗçлесе пыма сывлăх сунатпăр. Тутарстансем аптраман таврашӗнчен пулнине шута илсен, йăлт лайăх пулмалла, Владимир Петрович!

Ирина ТРИФОНОВА. 

«Канаш»  хаçатăн 

архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев