Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ульяновск облаçӗнчи Чертаклă районӗнчи Октябрьски поселокӗнчи «Василек» ача садӗнчи «Дельфинчик» ушкăнри ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем салтаксем валли 8 коробка чи кирлӗ япаласем пухса хатӗрленӗ.

Украинăра ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа канăçа çухатман çын сайра-тăр хушăмăрта. Салтаксене, нушана лекнӗ мирлӗ халăха пулăшасси юнра пирӗн. Иртнӗ эрнере кăна Херсон тăрăхне гуманитари пулăшăвӗ леçсе таврăннă ентешӗмӗрсенчен пӗри, Ульяновскра пурăнакан Владимир Егорович Ярухин «Салтака çыру» тата «Салтака посылка» акцисем малалла тăсăлнине пӗлтерчӗ.

Украинăра ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа канăçа çухатман çын сайра-тăр хушăмăрта. Салтаксене, нушана лекнӗ мирлӗ халăха пулăшасси юнра пирӗн. Иртнӗ эрнере кăна Херсон тăрăхне гуманитари пулăшăвӗ леçсе таврăннă ентешӗмӗрсенчен пӗри, Ульяновскра пурăнакан Владимир Егорович Ярухин «Салтака çыру» тата «Салтака посылка» акцисем малалла тăсăлнине пӗлтерчӗ. Блиндажсем тумашкăн çак кунсенче строительство материалӗсем ăсатнисӗр пуçне ветерансем Çӗнӗ çула черетлӗ гуманитари пулшăвӗ леçме планлаççӗ. Çак ырă ӗçе хутшăнакансем нумай, иртнӗ канмалли кунсенче акă Ульяновск облаçӗнчи Чертаклă районӗнчи Октябрьски поселокӗнчи «Василек» ача сачӗн «Дельфинчик» ушкăнӗ хутшăннă. Ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем, ача сачӗн ӗçченӗсем салтаксем валли пурӗ 8 коробка чи кирлӗ япаласем пухса хатӗрленӗ.

«Салтака çыру» тата «Салтака посылка» акцисене кунта пирӗн ентеш, Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗре çуралса ӳснӗ, нумай çул «Василек» ача сачӗн воспитателӗнче ӗçлекен Марина Константиновна Николаева йӗркеленӗ. Кун çинчен эпир унпа телефонпа çыхăнса каласа пама ыйтрăмăр. Марина Константиновна питӗ хастар хӗрарăм, облаçра иртекен мероприятисене хутшăнмасăр юлмасть. Садикре ачасене чăваш культурипе паллаштарать. Раççейри пин-пин çын пекех, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемшӗн чунтан пăшăрханать.

 – Акцие пуçласа хутшăнтăмăр. Салтаксене пулăшасси пирки тахçанах шутлаттăм-ха. Хам ушкăна çӳрекен ачасемпе калаçрăм малтан, вӗсем пурте салтаксем валли ӳкерчӗксем ӳкересшӗн пулчӗç. Çыру çыраймаççӗ-ха хальлӗхе, 6-ра кăна. Вӗсем ӳкерӗç, эп çыру çырăп терӗм. Каярах ашшӗ-амăшӗсемпе гуманитари пулăшăвӗ пухасси çинчен калаçрăм та вӗсем ырларӗç. Методистсем те хушăнчӗç. Çапла салтаксем валли икӗ эрне ăшă нускисем, хырăнмалли хатӗрсем, шăл тасатмалли паста, алшăллисем, нӳрӗ салфеткăсем, медикаментсем, çăратнă сӗт, сало, ыхра, пыл, хăвăрт пиçекен апат тата ыттине пурӗ 8 коробка пухса хатӗрлерӗмӗр, – терӗ ентешӗмӗр хăйсем тунă ырă ӗç çинчен каласа парса.

Гуманитари пулăшăвне ăçта леçмеллине Ульяновск хулинче тухса тăракан «Канаш» хаçатра ӗçлекен Елена Геннадьевна Алексеевăран ыйтса пӗлнӗ хыççăн Марина Константиновна хăйех çула тухасшăн пулнă, анчах палăртнă кун ирхине юн пусăмӗ хăпарнипе хулана кайма шикленнӗ. Хăй вырăнне вара ывăлӗпе Алексейпе пӗртăван шăллӗне Андрей Андреева янă. УОЧНКАн «Ниме» центрӗнче вӗсене тӗрлӗ хирӗçтăрăва хутшăннă ветерансем – Владимир Егорович Ярухинпа Марс Киямович Саяпов – кӗтсе илнӗ.

Октябрьски поселокӗнчи «Василек» ача садӗнчи «Дельфинчик» ушкăнри 24 ачан ӳкерчӗкӗсем, ашшӗ-амăшӗсем пухнă чи кирлӗ хатӗрсемпе медикаментсем тата кучченеçсем хальлӗхе пирӗн салтаксем патне çитеймен-ха, черетлӗ гуманитари пулăшăвне Çӗнӗ çул умӗн леçме хатӗрленеççӗ. Аса илтеретпӗр, посылкăсене ветерансем Украинăри çар чаçӗсене хăйсем кайса парасси йăлара. Тăван тăрăхран, хамăр ентешсенчен çакăн пек пулăшу салтаксемшӗн темрен те хаклă, мӗншӗн тесен кашни ачан ӳкерчӗкӗнче, çырăвӗнче, посылкăсенче чи кирлӗ япаласемпе пӗрле чун ăшшине яратпăр, ку вара темле сивӗ окопра та шăнма памасть. 

Аса илтеретпӗр: Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас кăмăл пысăк, анчах мӗнпе тата мӗнле пулăшмаллине пӗлместӗр-тӗк, 89510963445 телефонпа Владимир Егорович Ярухина шăнкăравласа ыйтма пултаратăр. Вăл Ульяновск облаçӗнче, Çӗпрел районӗнче тата Чăваш Енри Муркаш, Шăмăршă районӗсенче посылкăсене ăçта пырса памаллине тӗплӗн ăнлантарӗ. Укçапа пулăшас тетӗр-тӗк, асăннă телефонпа çыхăнтарнă Сбербанк карточки çине (получатель Владимир Егорович Ярухин) куçарма юрать. Анчах ята, хушамата, мӗн чухлӗ тата мӗн валли укçа куçарнине палăртма ан манăр.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

В.Ярухин архивӗнчи

 сăнӳкерчӗксем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем